Ҫӳп-ҫап пăрахансене видеокамерăсем сӑнама пуçларӗç
Хыпарсем

Ҫӳп-ҫап пăрахансене видеокамерăсем сӑнама пуçларӗç

Контейнерсем патне ҫӳп-ҫап тăкнă вăхăтра видеокамерӑсене «саламлама» ан манӑр

Районта коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухассишӗн УК «ПЖКХ» регион операторӗн обществи яваплӑ тесе ҫырнӑччӗ ӗнтӗ эпир. Вӗсем 2 единица техникăпа районти 100 ытла контейнер площадкинчен ҫӳп-ҫап турттараҫҫӗ.

Каяшсене ҫирӗплетнӗ графикпа турттараҫҫӗ. Ку график улшăнмасть, анчах та районта пурӑнакансем контейнер площадкисем патне пахчасенчен тухнă  ҫӳп-ҫапа пушатни ҫак ӗҫе пурнӑҫлама хытах йывӑрлатать. Мӗншӗн тесен пахча, строительство каяшӗсене ҫак регион операторӗ пуçтармасть.

Ҫӳп-ҫапа турттарас енӗпе проблемăсем пулнӑ, халӗ те пурах. Çакăн пек пулӑма контейнер площадкисенче пуринче те курма пулать. Ун пек пулмалла мар вӗт тесен: «Укҫа тӳлетпӗр» тесе хуравлакан ҫынсем нумай. Тӗрӗссипе вара, тарифпа эпир йӑлари хытӑ каяшсемшӗн ҫеҫ тӳлетпӗр.

Ҫакнашкал йӗркене пӑснине тишкерес енӗпе административлӑ комисси район тӑрӑх рейдсене тухса ҫӳрет. Кирлӗ мар вырӑнта ҫӳп-ҫап купи туса хуни административлӑ йӗркене пӑсни пулать,  çакăншăн штраф пăхăннă. 

Юлашкинчен, Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн Ӗҫ  тӑвакан комитечӗ, хӑйӗн учас токӗсенчи ҫӳп-ҫап куписенчен ывăнса, ҫакӑн пек «тасалăх сыхлакансем» тӗлӗшпе ҫирӗп мерӑсем йышӑнма тытӑнчӗ. Халӗ йӗркене пӑсакансене видеокамерӑсем кăтартăвӗпе штрафлама тытӑнчӗç.

– Район хаҫатӗнче те, социаллӑ сетьсенче те эпир йывӑҫ турачӗсене, типӗ курӑка, строительство материалӗсене контейнерсене пăрахма юрамасть, тесе хыпарлаттăмăр. Йӑлари хытӑ каяшсене турттаракан оператор вӗсене утилизацилес ӗҫе пурнӑҫламасть. Ҫавӑнпа видеокамерӑсем вырнаҫтарма пуçларăмăр, – тет Кивӗ Çӗпрелӗн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов.

Ӗҫ тӑвакан комитетӑн административлӑ комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗнче видеокамерӑсене тӗпе хурса тупса палӑртнӑ йӗркене пӑснӑ фактсене пӑхса тухрӗҫ. Пӗрремӗш ларура ҫапла майпа районта пурӑнакан тӑватӑ ҫынна штрафларӗç. Штрафсен пӗтӗмӗшле сумми 8 пин тенкӗпе танлашрӗ.

– Видеофиксаци оборудованине малалла та вырнаҫтарӑпӑр. Площадкӑсенче йӗрке тӑвасси тӳрремӗнех ҫак урамсенче пурӑнакансенчен хӑйсенчен те килет-ҫке, – тет ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ.

Рамиль Низамов, стандартлӑ мар ҫӳп-ҫапа туртарас тесен ял тӑрӑхне кайса, пулăшу ыйтма май пуррине аса илтерет. – Ҫакна таврари ҫынсемпе пӗрлешсе тума пулать, – тет вӑл.

– Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗнче 107 контейнер площадки пур. Пирӗн кашни участокрах ятарлӑ ещӗксем вырнаҫтарма май ҫук, анчах эпир пулăшу ыйтма килнисен ыйтăвне йышӑнатпӑр. Заявкӑсене тӗпе хурса полигона ҫӳп-ҫап турттарма май пур. Хыпарсене 8 (84375) 2-27-09 телефонпа йышӑнаҫҫӗ, – тесе те сăмахне малалла тăсрӗ Рамиль Низамов.

Штрафсен виҫи

Аса илтеретпӗр, ТР административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 3.6 статйипе килӗшӳллӗн йӗркене пӑснӑшӑн штрафсем пӑхса хӑварнӑ:

  • – Граждансемшӗн: 2 пин тенкӗрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран.
  • – Должноҫри ҫынсем валли: 15 пин тенкӗрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран.
  • –Юридици сӑпачӗсемшӗн: 200 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран.

РФ Административлă правона пăсакансем çинчен калакан кодексăн 8.2 статйипе çакăн пек штрафсем пӑхса хӑварнӑ:

  • – Уйрӑм ҫынсем валли: 30 пин тенкӗ таран.
  • –Юридици сӑпачӗсемшӗн: 200 пин тенкӗ таран.

«Тӗп тӗллев – наказани мар, хамăр пурӑнакан вырӑнта йӗркелӗхпе тасалӑх тăвасси», – тет комиссийӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов.


Нет комментариев