Пушар сӳнтерекенсем – иккӗмӗшсем
Хыпарсем

Пушар сӳнтерекенсем – иккӗмӗшсем

Районти 114-мӗш пушар сӳнтерекенсен-ҫӑлав чаҫӗн команди республика ӑмӑртӑвӗсенче пысӑк ӑсталӑх тата пӗрлӗх кӑтартрӗ.

Тутарстан Республикинчи Федерацин пушара хирӗҫ кӗрешекен службин территорири  подразделенийӗсен хушшинчи ӑмӑрту Лаишево хулинче иртрӗ. Ӑмӑртӑвӑн пур тапхӑрне те тивӗҫлипе иртнӗ хыҫҫӑн, пушарпа ҫӑлав чаҫӗн 114-мӗш команди хисеплӗ 2-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗ.

Командӑна кубокпа тата Раҫҫей чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тутарстан Республикинчи Тӗп управленийӗн II степеньлӗ Дипломӗпе чысларӗç.

 


Нет комментариев