Историк тата педагог Хади Атласи ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитрӗ
Историк, ҫыравҫӑ, педагог, наци ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ Хади Атласи (Мухаметхади Мифтахетдинович Атласи) 1876 ҫулхи августӑн 29-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи (халӗ Ҫӗпрел районӗ) Кивӗ Чакă ялӗнче мулла ҫемйинче ҫуралнӑ.
Октябрӗн 8-9-мӗшӗсенче Тутарстанра Хади Атласи ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ анлӑ мероприятисем иртрӗҫ. Пӗрремӗш кунӗ унăн Тутарстан Республикин Наукӑсен академийӗнче «XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи тӗрӗк-тутар обществинче историлле шухӑш тата ҫутӗҫ аталанӑвӗ» текен наукӑпа практика конференцийӗнчен пуҫланчӗ.
Пурнӑҫ ҫулӗ
Хади Атласи (1876-1938) – паллӑ историк, педагог, тӗн тата общество деятелӗ, джадидистсен юхӑмӗн паллӑ представителӗсенчен пӗри. Вăл тӑван ялӗнчи медресере, Уфари «Галия» медрессинче тата Стамбул университетӗнче вӗреннӗ. 1907 ҫулта ăна Раҫҫей Патшалӑх Думине суйланӑ, 1911-1914 ҫулсенче «Ҫӗпӗр историйӗ», «Хусан ханлӑхӗ», «Сююмбике» пек паллӑ литературӑпа истори хайлавӗсем ҫырнӑ. 1913 ҫултан вӑл Хусан университечӗ ҫумӗнчи «Археологи, истори тата этнографи обществин» тулли представителлӗ членӗ пулнӑ. Нумай ҫул тӗрлӗ медресере вӗрентнӗ, совет влаҫӗ тапхӑрӗнче вара историпе нимӗҫ чӗлхине вӗрентекен пулса ӗҫленӗ. 1936 ҫулта ӑна национализмшӑн айӑпласа арестленӗ. Х.Атласие Хусанта 1938 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче персе вӗлернӗ. Вилнӗ хыҫҫӑн реабилитациленӗ.
Хади Атласи 150 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ мероприятисене йӗркелекенӗ – Тутарстанри Наукăсен академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗ. Унӑн ӗҫне Раҫҫейри, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Узбекистанри тутар тата ытти тӗрӗк халӑхӗсен историйӗпе культурине тӗпчекен ученăйсем, ентешӗмӗрсем хутшӑнчӗҫ.
Тӑван енӗнче – Анат Чакăра
Районти мероприятисем ҫутӗç ӗçченӗн – ентешӗмӗрӗн тӑван ялӗнче пуҫланчӗç. Кунта Анат Чакă вӑтам шкулне Хади Атласи ятне пачӗç. Шкул музейӗнче Ҫемье реликвийӗсенчен тата Атласин харпӑр япалисенчен пухнӑ пуян кӗтес туса хунӑ. Килнӗ хӑнасем асӑну хӑмине чаплӑн уҫнӑ хыҫҫӑн, çак куравăн содержанийӗпе паллашрӗҫ.
Ҫӗпрелне Хади Атласин мăнукӗ Альфия Атласова та килнӗччӗ. Вӑл аслашшӗ вӗрентӳ ӗҫне тата тӑван чӗлхене упрас ыйтусем ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнине аса илтерчӗ.
«Манӑн асатте, пӗрремӗш черетре, учитель пулнӑ. «Хӑйӗн историне пӗлекен халӑх нихӑҫан та ҫухалмаст» тенине шаннă. Унӑн пӗтӗм ӗҫӗ-хӗлӗ пӗр шухӑша ҫирӗплетет: «Чӗлхе унта калаҫнӑ, вӗреннӗ, ҫырнӑ халăх пур чухне ҫеҫ пурăнать. Манӑн асатте тӑван чӗлхе йӑлара кӑна мар, вӗрентӳпе наука чӗлхи те пултӑр тесе кӗрешнӗ», – терӗ вӑл, Анат Чакă вӑтам шкулӗнче иртнӗ мероприятире таса тутар чӗлхипе тухса калаҫнӑ май.
Мероприятире, çавӑн пекех, ентешӗмӗр, Тури Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Сахалин облаҫӗнчи тутарсен регионти наципе культура автономийӗн ертӳçи Закия Валитова тухса калаçнине те илтлерӗç. Вӑл Хади Атласипе тӑванла ҫыхӑнусене тӗпчесе пӗлнин историйӗ ҫинчен каласа пачӗ.
«2008 ҫулта эпир хамӑр йӑх-несӗлӗн генеалогине тума ыйтрӑмӑр, анчах ӑна туса пӗтереймерӗç. Кӑҫал ҫӗнӗрен тума шутларӑмӑр, хамӑр тӑвансене эпир тӑваттӑмӗш сыпӑк таран ҫеҫ пӗлетпӗр. Пирӗн ачасем, мӑнуксем пур, миҫе ҫул ӗнтӗ эпир утрав ҫинче пурӑнатпӑр, пирӗн несӗл ӑҫтан килсе тухнине эпир пӗлместпӗр. 2 эрне каялла кӑна пире Хади Атласи пирӗн тӑван пулнине пӗлтерчӗҫ. Ку пирӗншӗн питӗ савӑнӑҫлӑ хыпар», – терӗ вӑл. – «Хади Атласин ашшӗпе Хамдипе манӑн асатте Хамит – пӗртӑвансем. Икӗ эрне каялла пире Хади Атласи пирӗн тăван пулнине пӗлтерчӗҫ».
Наукăпа практика конференцийӗ
Кӑнтӑрла иртсен Хусан хулинче пуҫланнӑ пӗтӗм тӗнчери наукӑпа практика конференцине районти Культура çуртӗнче малалла тӑсрӗҫ. Тухса калаҫакансем Хади Атласин ӗҫӗсем наци историйӗн наукин аталанӑвӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртрӗҫ. Хади Атласишӗн истори наука кӑна мар, халӑха ӗҫлесе тӑмалли мел те пулса тӑнине палăртрӗç. Хади Атласи XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Раҫҫей империйӗн тӗрӗк халӑхӗсен ӑс-хакӑл культурине тӗпчес тата ҫутта кӑларас, вӑтам ӗмӗрсенчи тӗрӗк-тутар патшалӑхӗсен историне хăйӗнчен кӗртнӗ пайне палăртрӗç, ҫавӑн пекех, вӗрентӳпе вăхăтлă пичет системине аталанăвне те тӗпчерӗç. Наукӑпа тӗпчевлӗ калаçусенче ентешӗмӗрӗн, историкӑн Иршат Закировăн та тарӑн пӗлтерӗшлӗ шухӑшӗсем тимлӗхе тивӗҫлӗ пулчӗç.
Ҫак кун фойере Хади Атласин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ тулли курав ӗҫлерӗ, ун ҫинчен кӗнекесем салатрӗç.
Наци ирӗклӗхӗ тесе...
Хади Атласин пурнӑҫне туллилентерсе тунă ҫӗнӗ йӑх-несӗл йывăççине Анат Чакă вӑтам шкулӗн директорне Айсылу Шигабутдинована тата унӑн мӑнукне Альфияна пачӗç. Çак йăх-несӗл тымарӗн йывăççине тунă çӗрте художник-графикăн, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн, Тукай ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Назип Наккашăн пайӗ хаксӑр..
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мероприятие йӗркелекенсене тав турӗ, Вӗсене Тав ҫырӑвӗсемпе, «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул» юбилей медалӗсемпе чысларӗ.
Марат Гафаров ентешӗмӗр нумай енлӗ талантлă ҫын пулнине палӑртрӗ:
– Хади Атласи историк та, публицист та, ӑс-хакӑл ертӳҫи те, дипломат та, политика деятелӗ те пулнӑ. Пирӗн унӑн историне, ӗҫ-хӗлне, ӗҫӗсене нумай ҫул вӗренмелле-ха, ҫак пӗлӗве, еткерлӗхе пулас ӑрусене памалла, – терӗ вӑл.
Хади Атласи – тутар халӑхӗн ирӗклӗхӗшӗн пурнăçӗнче вӗҫне ҫитиех кӗрешнӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех тӗрӗк халӑхӗсене пӗрлештерсе пӗр никама пӑхӑнман патшалӑх туса хума ӗмӗтленнӗ, хӑй тунӑ ӗҫсемшӗн пурнӑҫӗпе тӳленӗ çын... Хади Атласи хӑй тӗрӗк-националист пулнине нихӑҫан та пытарман, тӗрӗк-тутарсем хӑйсен никама пӑхӑнман патшалӑхӗ пулсан ҫеҫ чӗрӗ юласси ҫинчен прессӑна та ҫырнӑ, ҫакна арестленӗ хыҫҫӑн, допрос тунӑ чухне те, судра та юлашки сӑмахпа наци ирӗклӗхӗ ҫинчен калаçнӑ.
Нет комментариев