Аттесем – çемье тӗрекӗ
Тӗп хыпар

Аттесем – çемье тӗрекӗ

Октябрь уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Атте кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Ноябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче паллӑ тӑвакан Анне кунӗнче эпир хамӑрӑн хаклӑ ҫыннăмăрсене чыслатпӑр, мухтатпӑр. Ҫемье тӗрекӗ, хӳтӗлевçи пулнă аттесене халалланӑ официаллӑ кун вара ку таранччен календарьте пулманччӗ.

2021 çулхи Раççейре  октябрӗн 4-мӗшӗнче Раççей Президенчӗ В.В.Путин çулсерен октябрӗн виççӗмӗш вырсарникунӗнче (кăçал вăл октябрӗн 18-мӗшне тӳрӗ килет) Атте кунне паллă тумалли пирки калакан Указ çине алă пусрӗ. Ҫапла вара, ҫемье уявӗ туллиленчӗ темелле: кашни ҫулах октябрь уйӑхӗнче эпир аттесене саламлама, ноябрь уйӑхӗнче аннесене чӗресенче çӳретнӗ тав сӑмахӗсене калама пултаратпӑр.

Ҫак уяв историйӗ амӑшӗ вилнӗ пӗр ҫемьепе ҫыхӑннӑ. Америкӑра пурӑнакан Сонора Додд ашшӗне тав туса хула влаҫӗсене ашшӗсене халалласа уяв ирттерме сӗннӗ. Сонорăн ашшӗ, мăшăрӗ вилнӗ хыҫҫӑн, ултӑ ачине хӑй тӗллӗн пӑхса ӳстерет. Уява ҫак хулара 1910 ҫулта паллӑ тунӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан вара, çӗршыв шайӗнче ирттерме пуçланă.

Юнашар ҫемье пурнӑҫне туртакан, хӑйсен ачисене пур енчен те тӗслӗх кӑтартакан е мӑшӑрӗ вилнӗ хыҫҫӑн ачисене пӗччен ӳстерекен ашшӗсем пурӑнаҫҫӗ. Çавăнпа та çак уяв кирлӗ те ӗнтӗ ҫакӑн пек ашшӗсене тӗслӗхе илсе кӑтартма. Паянхи кун аттесенчен нумайăшӗ пирӗн тӑван ҫӗршыва ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче хӳтӗлет, хамӑр ҫӗршывшӑн пынӑ ҫапӑҫу хирӗсенче хӑйсен пурнӑҫне панӑ аттесем те пур. Хӑрама пӗлмен аттесем – вӗсем чӑн-чӑн мӑнаҫлӑх, хӑйсен ҫемйишӗн, ывӑлӗсемпе хӗрӗсемшӗн, пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Тутарстанра «Ашшӗсен союзӗн» регионти обществăлла организацийӗ ӗҫлет. Ку республикӑри чи пысӑк ашшӗ-амӑшӗсен союзӗ. Ҫавӑн пекех, кашни районта ашшӗсен союзӗ йӑлана кӗнӗ ҫемье хутшӑнӑвӗсене пропагандӑлассипе тата сыхласа хӑварассипе, ҫавӑн пекех, хӑш-пӗр условисенче тӑракан ҫемьесене пулӑшассипе ӗҫлеҫҫӗ.

Аттесене уяв ячӗпе саламлама 
манар мар, атте хакне пӗлсе, аттесемпе мӑнаҫланса  пурӑнма  пӳртӗрччӗ!


Нет комментариев