Волонтерсем ыркăмăллăх çӳревӗнче
Хыпарсем

Волонтерсем ыркăмăллăх çӳревӗнче

Тутарстанри волонтерсем Курск облаҫне #МЫВМЕСТЕ гуманитари пулӑшӑвӗ парас енӗпе миссие кайрӗç

Октябрӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен Тутарстанри волонтерсен команди Курск облаҫӗнчи чикӗ ҫумӗнчи районсен юсаса çӗнетес программине хутшӑнӗ. Ҫӳреве республика Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Хусанти тата Тутарстанри муниципаллӑ районсенчи волонтерсен (доброволецсен) команди пӗрлехи ӗҫе хӑйсенчен пай кӗртессишӗн ҫула тухрӗ. Ҫак мисси ирӗклӗх вӑйӗн тата республикӑра пурӑнакансем пулăшу кирлӗ ҫынсене пулӑшма хатӗррин тата пӗр тӗслӗхӗ пулса тӑрать. 

Волонтерсене тумтир, харпӑр хӑйне хӳтӗлемелли хатӗрсем парӗҫ, ҫавӑн пекех, ҫул-йӗр тӑкакӗсене те тӳлӗҫ. Унсӑр пуҫне делегаци членӗсене Курск облаҫӗнче #МЫВМЕСТЕ федераллӑ программӑпа килӗшӳллӗн пурăнмалли вырăнпа тата вӗри апатпа тивӗҫтерӗҫ. Волонтерсене пурне те Добро.РФ платформинче регистрациленӗ федераци мероприятийӗ шайӗнче страхланӑ. 16 ҫынран тӑракан делегаци йышӗнче Ҫӗпрел районӗнчи кӗмӗл волонтер Владимир Старшов та хутшӑнӗ. Владимир Старшов Матак ялӗнче пурӑнать. Вӑл тата тӑван ялӗнче нумай тӗрлӗ ыр кăмăллăх ӗҫӗсем, мероприятисем йӗркелекен те. 

Инҫе ҫула тухас умӗн район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Владимир Старшовпа хӑйӗн кабинетӗнче тӗл пулчӗ. Ӗмӗр тăршшӗпех колхозра инженер пулса ӗçлет. Паянхи кун тимӗртен шăратса япаласем тăвать, хăйӗн мастерскойӗ пур. Тӑван ялӗнче пурнăçланă ӗҫӗсемшӗн тата ҫак ӗҫшӗн ăна тав турӗ. Владимир Михайловича ятарлӑ экипировка та пачӗ çак кун, ырă çул сунчӗ.

«Унти çынсене пирӗн пулӑшу питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа эпӗ ку ӗҫе хамран пай кӗртме шутларӑм», – тет Владимир Старшов.   

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов, Министрсен Кабинечӗ тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерстви пулӑшнипе Тутарстанри волонтерсен команди, кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерӗнсе, ҫак программа шайӗнче гуманитари миссине пӗрремӗш хут кăна тухмасть. Кун пек пулӑшӑва кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче те йӗркеленӗччӗ. Командӑна пӗр шухӑшлӑ ӗҫ, хӑрушлӑхсӑр ҫул тата лартнӑ тӗллевсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама сунатпӑр.


Нет комментариев