112 – кашни шӑнкӑрав  контрольте тӑрать
Хыпарсем

112 – кашни шӑнкӑрав контрольте тӑрать

Календарьте дата

Пӗрлехи диспетчер ӗҫченӗсем професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.

2011 çулхи сентябрӗн 11-мӗшӗнче Тутарстан Республикин муниципаллă районӗсенче Пӗрлехи диспетчер служби йӗркеленнине палăртса ирттереççӗ.

Ҫӗпрел районӗнчи пӗрлехи диспетчер служби, «112» телефонпа тӗрлӗ пӑтӑрмах çинчен тата пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланисене йышăнса, талӑкӗпех ӗҫлет.

Çак асӑнса иртнӗ службӑна Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче васкавлӑ оперативлӑ службӑсене чӗнессине тивӗҫтермелли системăна лайӑхлатас тӗллевпе РФ Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. Районта ӑна «Ҫӗпрел районӗнчи граждансене хӳтӗлекен управленийӗ» муниципаллӑ учреждени теҫҫӗ, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Тутарстан Республикинчи управленийӗн центрӗпе ҫыхӑнура тăрать.

– Район территорийӗнче пӗрлехи диспетчер служби талӑкӗпех дежурствăра тăрассине илсе пырать, ҫакӑ вара чрезвычайлӑ лару-тӑрусене те, граждансен  служби тата ведомствӑсен ӗҫ енӗпе ыйтӑвӗсене те хуравлас шая ӳстерме, пурнӑҫ ыйтӑвӗсене татса пама та май парать, – тесе палӑртрӗ ӗҫлӗ тунтикунра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Пӗрлехи диспетчер службин ӗҫне «ГЛОНАСС+112» системăра йӗркеленӗ. Асӑннӑ службӑн функцийӗсем чрезвычайлӑ лару-тӑру ҫинченхи информацие йышӑнассине тата парассине, илнӗ чӗнӳсемпе хыпарсене хуравлассине тивӗҫтересси тата контрольте тытасси, тӗп кӑтартусене регистрацие илесси, ҫавӑн пекех, муниципаллă пӗрлӗхӗн территорийӗнче йӗркеленнӗ лару-тӑрӑва тӑтӑшах мониторинг тӑвасси тата тишкересси тăрать.

Районти пӗрлехи диспетчер службине Эльвира Кузнецова ертсе пырать. Служба штачӗ пилӗк ҫынран тăрать.

Ӗҫлӗ тунтикун вӑхӑтӗнче Марат Гафаров тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата професси уявӗ пулнă май, Пӗрлехи диспетчер службин ӗҫченӗсене Ильмир Бельдичкова Хисеп грамоти, Эльвира Кузнецовапа Кристина Ситнована Тав ҫырӑвӗ пачӗ.

– Ҫулталӑк хушшинче диспетчер службин пӗрлехи номерне районта пурӑнакансенчен вун-вун ыйту йышăнать килет. Пире ҫул ҫинчи инкексем, пушарсем, аварисем, шыв, электроэнерги сӳнни çинчен хыпарсем тата вӑл е ку ыйтупа ӑҫта каймалли пирки те шăнкăравлаççӗ. Пирӗн районта хамӑрӑн «Çӑлав службисен» хӗрӳ линийӗ. Пирӗн тӗп тӗллев – ҫынсене пулӑшасси, – тет Пӗрлехи диспетчер службин ертӳҫи Эльвира Кузнецова.  – Пирӗн ӗçченсем – итлекенсем те, психологсем те. Эпир службӑсемпе ҫыхӑнатпӑр, проблемăсене вӗсене калатпăр, вӗсем ӑна татса панине контрольлесе тăратпăр. Лару-тӑрӑва ӑнӑҫлӑ татса парсан, ҫынсем пулӑшнӑшӑн тав тума каллех «112» шăнкăравласан эпир питӗ савӑнатпӑр.

 


Нет комментариев