Уяв ярмӑркки     кӗрлерӗ
Хыпарсем

Уяв ярмӑркки кӗрлерӗ

Ватă çынсен декади

Ватӑ çынсен кунне халалланă,   ял хуҫалӑх продукцийӗн йӑлана кӗнӗ ярмӑркки кӗрлерӗ.

Ярмӑрккӑна ял хуҫалӑх предприятийӗсем, фермер хуҫалӑхӗсем, харпӑр хушма хуҫалӑхсем тата уйрӑм предпринимательсем хутшӑнчӗç. Мероприятире кӗрхи пуян тухӑҫ – пыл, панулми, сӗт продукцийӗ, пахчаҫимӗҫ, пулӑ, аш-какай, ҫӑнӑх, кӗрпе сӗнчӗç.

Аслă çулсенчисемшӗн туяннă ял хуҫалӑх продукцине килӗсене тӳлевсӗр леçсе парассине те йӗркеленӗччӗ. Ҫак ӗҫре хӑйсен техники пулнă организацисемпе предприятисем, ҫавӑн пекех, «Малтисен юхăмӗн» команди уйрӑмах хастарлӑх кӑтартрӗ.

Мероприятийӗн тӗп тӗллевӗ – халӑха паха продукципе тата йӳнӗ хакпа тивӗҫтересси кӑна мар, аслӑ ӑру представителӗсем валли кӑмӑллă уяв йӗркелесси те пулчӗ. Йӗркелӳҫӗсем ярмӑрккӑна хутшӑнакансем валли концерт программи хатӗрленӗччӗ. Районти культура ӗҫченӗсем пурте кăмăлланă юрăсене шӑрантарчӗҫ, ватӑсене вӗри чей, икерчӗ сӗнчӗҫ.

Ярмӑркка мӗнле пынипе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑй те паллашрӗ. Муниципаллă район пуҫлӑхӗ аслă çулсемнчисемпе калаҫрӗ, сӗннӗ продукцин ассортиментне тата пахалӑхне хакларӗ, ҫавӑн пекех, хаксемпе интересленчӗ.
Марат Ринатович вырӑнти производительсене пулӑшас тата район халӑхне хуҫалӑхсенчен тӳрремӗнех илнӗ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе ҫакнашкал мерӑсем пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. 

Цифрăсем

Ҫак кун пурӗ 48 техникпа ял хуҫалӑх продукцийӗ илсе килнӗ. Сутнӑ продукци калӑпӑшӗ те тӗрлӗлӗхӗпе савӑнтарчӗ: пӗрчӗллӗ культурăсем: тулӑ – 90 тонна, урпа – 120 тонна, сӗлӗ – 20 тонна, пӑрҫа – 15 тонна, ҫӑнӑх – 20 тонна, сӗлӗ – 20 тонна, сахӑр -15 тонна, ҫавӑн пекех, ҫамрӑк выльӑх, пахчаҫимӗҫ, панулми сӗннӗччӗ. Сутнӑ продукцин пӗтӗмӗшле сумми 4,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ.


Нет комментариев