Çемье илемӗ – ачасем
Хыпарсем

Çемье илемӗ – ачасем

Районта йывӑр ҫын хӗрарăмсен уявӗ иртнӗ

Ача кӗтни – ҫемье пурнӑҫӗнчи чи яваплӑ та телейлӗ тапхӑрсенчен пӗри.

Октябрӗн 7-мӗшне – йывӑр çын хӗрарăмсене халалласа «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче кӑмӑллӑ та ӑшӑ тӗлпулу иртрӗ. Мероприятие амӑшӗ пулма хатӗрленекен пулас аннесене чӗннӗччӗ.

Хӑнасене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов саламларӗ.

– Хаклӑ пулас аннесем! Паянхи кун – сирӗншӗн уйрӑмах илемлӗ те паллӑ тапхӑр пулни çинчен калаҫмалли сӑлтавсенчен пӗри. Анне пуласси – хӗрарӑм пурнӑҫӗнчи чи пысӑк телейсенчен пӗри. Халӗ эсир ачӑрсене кӗтетӗр, чӗрӗрсенче чи илемлӗ туйӑмсем туятӑр. Умра сире пысӑк яваплӑх, ҫав вӑхӑтрах хӑйне евӗрлӗ телейлӗ самантсем кӗтеҫҫӗ. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхӗ, тӑнӑҫлӑх сунатӑп. Сирӗн пепкӗрсем чипер-сывӑ ҫуралччӑр, ачасен савӑнӑҫлӑ сассисем килӗрсене илем кӳччӗр. Кашни ҫемьере юрату, пӗр-пӗрне ӑнланни, телей хуҫалантӑр! – терӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, пулас амӑшӗсене пӗтӗм чунтан саламласа. 

Ҫак кун пулас амӑшӗсен тӗлӗшпе ӑшӑ, кăмăллă сунăмсем нумай пулчӗç. Районти тӗп больницӑн акушерпа гинекологи ӗçӗ-хӗлӗн заведующийӗ Светлана Тяхина, ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова, районти пурлӑх пулӑшӑвӗн центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Гульназ Аюпова, Ҫӗпрел районӗнчи клиент службин ертӳҫин ҫумӗ Венера Садеева тата тӗн представителӗсем те ырӑ сунăмӗсене каларӗç.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче пулас аннесене йывӑр ҫын чухне сывлӑха сыхлас, тӗрӗс апатланас, ача ҫуратма хатӗрленес тата пепкесене малтанхи кунсенчех пăхас енӗпе усӑллӑ канашсем пачӗç. Специалистсемпе хутшӑнни, хумхантаракан ыйтусен хуравӗсем пулас амӑшӗсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулчӗҫ.

Мероприятие илем кӳрсе, районти Культура çурчӗн ӗҫченӗсем хӑйсен юррисене парнелерӗҫ. Уявӑн тӗп геройӗсене чечексемпе асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Лейла Ахмадуллина та ҫак тӗлпулура хутшӑнчӗ. Мӑшӑрӗпе Ильяспа пӗрле вӗсем малтанхи ачине кӗтеҫҫӗ. Пепке ҫут тӗнчене килессин шутлӑ кунӗсем çеç юлнă.

– Ку пирӗншӗн питӗ хумхануллӑ та яваплӑ тапхӑр. Атте-анне пулма пӗрремӗш хут хатӗрленетпӗр. Паянхи тӗлпулу питӗ килӗшрӗ. Ӑшӑ сӑмахсем, ырӑ сунӑмсем, врачсен усӑллӑ канашӗсем, парнесем тата пирӗн ҫине тимлӗх уйӑрни манӑҫми туйӑм хӑварчӗç. Ҫакӑн пек илемлӗ мероприятие чӗннӗшӗн тавтапуҫ, – терӗ Лейла.

Справка 

Пӗтӗм Раҫҫейри йывӑр çын хӗрарăмсен кунӗ 2022 ҫулта йӗркеленнӗ. Йывӑр ҫын хӗрарăмсен кунне ҫулталӑкра икӗ хутчен – апрелӗн 7-мӗшӗнче тата октябрӗн 7-мӗшӗнче – паллӑ тӑваҫҫӗ. Мӗншӗн тесен çие юлни тӑхӑр уйӑха тӑсӑлнӑран, ача кӗтекенсем ҫак икӗ датăран пӗрне паллӑ тума пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ уявӑн тӗллевӗ – обществӑра амӑшӗсемпе ачисене упрассине йӗркелесси, ача ҫуратассин шутне ӳстерме пулӑшасси. Паянхи кун районти тӗп больницӑн хӗрарӑмсен консультацийӗнче 30 яхӑн хӗрарӑм йывӑр ҫын пулнипе учетра тӑрать.


Нет комментариев