Пограничник кунӗнче
Ҫӗпрел çыннисем хушшинче тӗрлӗ ҫулсенче чикӗри ҫарсенче служить тунă ҫӗртен ытла çын пур
Майӑн 28-мӗшӗнче, ырӑ йӑлапа, вӗсем Чикӗри ҫарсенче служить тунӑ ентешсене хисеплесе лартнă обелиск патне уява пуҫтарӑнчӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, пограничниксене саламланӑ май, уява йĕркеленин тĕп тĕллевĕ — чикĕ çарĕсен мăнаçлăхне ӳстересси, паттăрсене чысласси, ырă тĕслĕхпе çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси, терӗ. Чикӗри çарсенче служить тунисем ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗçре, вӗсен пурнӑҫри хастарлӑ позицине пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗ.
— Майӑн 28-мӗшӗ — паттӑрлӑха, хăюлăха, чыслӑха тата Тӑван çӗршыва вӗҫӗмсӗр юратнине палăртакан кун. Пограничниксем ҫӗршыва хӑрушлӑх юнанă вӑхӑтра та паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, паян та хӑйсен посчӗсенче сыхӑ тӑраҫҫӗ, хăйсен пӗрлӗхӗн тӗслӗхне кӑтартаҫҫӗ. Ку уйрӑмах паян кирлӗ, — тесе палӑртрӗ Марат Ринатович.
Ҫак кун район пуҫлӑхӗн аллинчен нумайӑшӗ районăн пурнӑҫӗнче хастар хутшӑннӑшӑн тата ветерансен юхӑмне аталантарас, ҫирӗплетес енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ.
Мероприятире хутшăнакансем Тӑван çӗршыв чиккисене хӳтӗленӗ чухне хӑйсен пурнӑҫне панӑ пограничниксене асӑнса пĕр минут шăп тăчӗç, обелиск патне чечексем хучӗç.
Ӗçтешӗмӗр, çамрăклăх çулӗсенче чикӗри çарсенче службăра тăнă Решит Фатхуллов:
— Эпир Тӑван ҫӗршывшӑн чыслăн служить турӑмӑр, ҫамрӑк ӑру та çаплах пултăрччӗ. Эпӗ пограничник пулса служить тунăшăн мăнаçланатăп. Пянхи кун та пӗрле служить тунă туссемпе çыхăнура тăратпăр. Юлашки çулсенче районта та чикӗри çарсен ветеранӗсен ӗç-хӗлӗ анлăн сарăлса кайнишӗн те савăнатăп.
Уяв мероприятийӗнче Решит Фатхуллова Тав ҫырӑвӗ пачӗҫ.
Справка
1918 ҫулхи майӑн 28-мӗшӗнче ҫамрӑк Совет Республикин Правительстви ҫӗршывăн чикӗ хӗрринче хуралсем йӗркелесси ҫинчен декрет йышӑннӑ. Уява вара пӗрремӗш хут 1958 ҫулта, чикӗри ҫарсем йӗркеленнӗренпе 40 ҫул çитнӗ май палăртса ирттернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев