Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Калчасем лайӑх курӑнаҫҫӗ

Сабантуй уявӗ умӗн ӗçлӗ комисси тырă калчасен шайне пӑхса тухрӗ

Ӗçлӗ ушкӑна район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пычӗ. Унӑн составӗнче районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ специалисчӗсем, ҫавӑн пекех, «Россельхозцентр» филиалӗн специалисчӗсем те пурччӗ.

Тишкерӳ «Цильна» хуҫалӑхӗнчен пуҫланчӗ. Кӗрхи тулӑ, урпа, сахӑр чӗкӗнтӗрӗн уйӗсем куҫа савӑнтараҫҫӗ. Калчасем пӗр тикӗс шӑтса тухнă.

Специалистсем кашни ана çинче ятарласа тунӑ пӗчӗк кӗреҫепе кӗрхи тырăсене чавса илсе, тымарланнине пăхрӗç. 

— Паян калчасенче хăйсене кура «программӑласси» пырать. Кунсем шӑрӑх, çумăрсăр пулсан, калча хӑйӗн пӗтӗм энергине чӗрӗлӗх ҫине ярать, сиплӗ ӑшӑ ҫумӑрсем çуса иртсен, хӑйӗн вӑйне тухăç çине ярать. 
Механизаторсемпе агрономсем хӑйсем мӗн тума пултарнине пурне те ӗçлерӗç, çанталăкӗ çӗр ӗçченӗ енлӗ кăна пултăрччӗ, — тет ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн ертӳҫи Талгат Халитов.

Комисси членӗсем «Эталон-Агро», «Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер тата ытти хуçалăхӗсенче те пулчӗç, «Рассвет-Агро» агрофирма уй-хирӗсене те хакларӗç. Хăш хуçалăх уй-хир культури енӗпе чи малта пулнине Сабантуй лаптăкӗнче пӗлтерӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев