Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Дед» Тӑван çӗршыв хуралӗнче

Хăйӗн ирӗкӗпе ятарлă çар операцине кайнă Кивӗ Çӗпрел ялӗн çыннин Радик Ракиповăн унти ятарлă ячӗ — «Дед»

Ҫак кунсенче Радик çар госпиталӗнче сипленеть.

Ҫемьере вӑл ачасенчен чи асли пулать, çавăнпа та ашшӗ-амӑшӗн пулăшаканӗ пулма та нумайрах ăна тӳрӗ килет. Шкултан тата ятарлă професси пӗлӗвӗ паракан çуртран вӗренсе тухнă хыççăн, кӗске вăхăтлă çар службине Владикавказ енче иртет. Ҫав ҫулсенче вăл служба тивӗçӗсене чыслăн пурнӑҫлать, час-часах командирсен Тав çырăвӗсене тивӗçлӗ пулать, аслă сержант званийӗпе тăван ене таврăнать. 
2022 ҫулта ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан, нумай сăнавсем урлă иртнӗ каччă, унта каяс шухӑшпа пурӑнма пуҫлать. 

— Контракт мелӗпе службӑна эпӗ ăнланса, хам ирӗкпе кайрăм. Чечняра пӗрле служить тунă çарти туссем ятарлă çар операцине тахçанах кайрӗç. Эпӗ ӗнтӗ, аннепе пӗртăванăмсем «Пире пӗр Чечня та çитӗ ӗнтӗ» тесе каланă сăмахсене итлесе, юлтăм. Çак йышăнăва тунăшăн нимӗн чухлӗ те ӳкӗнместӗп. Çар юхăмӗнче хутшăннă ҫын пулнăран, чаçа çитсенех мана «Дед» текен ят пачӗҫ. Пӗрремӗш кунсенчех, хӑрушӑ участоксенче оборона тытма, малти позицисенче пулма тӳр килчӗ. Вӗсенчен пӗринче амантăм. Унчченхи ҫар опычӗ ҫине таянса, пурнӑҫăма хамах ҫӑлса хӑварма пултарайрăм тесен те пулать пулӗ — хамăрăн позицие çитессишӗн 6 сехет шурăм, — тет урине снаряд ванчăкӗсем кӗрсе тулнă çар çынни. 
Радик ятарлă çар операцийӗн зонинче пӗр-пӗринпе тăванланни çинчен те калаçрӗ.

— Çар çыннисен туслăхӗ пӗтӗмпех урăхла вăл. Пӗр татăк çăкăра та пӗр-пӗринпе пайлатăн, çар зонинчен пӗрне-пӗри пулăшса пырса, тухатăн. «Эпир пулмасан, кам пултăр-ха?» — тетчӗç çар службине пӗрле ирттернӗ туссем. Халӗ акă, шăпах эпир Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсем пулнипе те мăнаçланатăп. 

Вилӗмпе хире-хирӗç тӗл пулатпăр-и? Çапла, тӗл пулатпăр! Анчах вилме çырнă пулсан пурнăçу вăл апла та, капла та татăлӗ. Пире Турă сыхлатăр, ырă-сывă таврăнăпăр. Хамăрăн мала кайнă, аталану тапхăрне ирттернӗ çӗршывăмăрта нумай пурăнма пӳртӗрччӗ. Кашнийӗнех! — тет Радик Ракипов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев