Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ашшӗн йӗрӗпе

Олег Чабаев: «Çӗршывăмăра хӑрушлӑх юнанă вăхăтра, эпӗ килте юлма пултараймарӑм»

Паян ҫӗршывăмăр каллех йывӑр сăнавсем умӗнче — каччăсемпе арҫынсем аллисене хӗҫ-пӑшал тытса, Тӑван çӗршывăн интересӗсене хӳтӗлеҫҫӗ. Вӗсен хушшинче Анат Хураката ялӗнчи Олег Чабаев та пур.

Олег — пирӗн енӗн кӗрӗвӗ. Вăл Туркменире çуралса ӳснӗ. Олегăн ашшӗ — ҫар ҫынни. Ҫар ҫыннисем, паллах, çӗршыв ăçта хушать, çавăнта каяҫҫӗ. Чабаевсем те пирӗн ене ҫавӑн пекех килнӗ. Олег Раççее кăмăллать, Ульяновскра ӗҫлеме пуҫлать. Анат Хураката ялӗн хӗрӗпе Гульсинапа та çавăнтах паллашать, çемье çавăрать, вӗсен хӗр ҫуралать. 

Гульсинан тăван ялне вӗсем, ашшӗ-амӑшӗнчен юлнă тӗп никӗсе пурӑнма тата упрама тесе, 1997 ҫулта килсе тӗпленеççӗ. 

Олег — тӗрлӗ професси ӑсти: йывӑҫран та, тимӗртен те хӑй кăмăлланă япаласем тӑвать. Гульсина аппа — пултарулӑх ăсти. Ялта Культура çурчӗн художество пултарулăх ертӳçин ӗçне нумай çул пурнăçласа пырать.

Ҫак ҫулсенче вӗсен хӗрӗ Алсу та хăйӗн ялӗн каччипе Зульфатпа çемье çавăрать, ывăл ӳстереççӗ.

Ҫӗршывра ятарлă ҫар операцийӗ пуҫлансан, Олег унта каяс ӗмӗтпе пурăнать. Иртнӗ çул вӑл контрактпа çар службине кайрӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫар чаҫӗсенчен пӗринче службӑра тӑрать. 

— Çӗршывăмăра хӑрушлӑх юнанă вăхăтра, эпӗ килте юлма пултараймарӑм. Çывӑх ҫыннăмсем мана ӑнланчӗҫ, — тет Олег. 

Олег Чабаев — 56 ҫулта. Пӗрле сужбăра тăракансем ӑна «Бабай» тесе чӗнеççӗ иккен. Унăн мӑшӑрӗ Гульсина аппа тата ачисем: «Çӗршывра тӑнӑҫлӑх пултӑрччӗ, пурте ҫӗнтерӳпе тӑван ене ырă-сывă таврӑнччӑр!», — теççӗ.

Çак темăпа

Раҫҫейре Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсене контрактпа ҫар службине каясси малалла тӑсӑлать. Договор тунӑ кашни ҫын пӗр вӑхӑтлăх 1 000 000 тенкӗ тӳлев илме пултарать. Тӗплӗрех 117-мӗш, 8 (800) 222-59-00, 8 (843-75) 2-31-50 телефон номерӗсемпе шăнкăравласа пӗлме пулать. Ссылкăпа heroes-tatarstan. ru сайта кӗрсе, анкета тултарма та май пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев