Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫамрӑк журналистсем финалта хутшăнчӗç

Творчество тӗнчинче

Кăçалхи «Ылтӑн перо» фестивалӗн финал пайӗ Тутарстанри 19 муниципаллă районӗсенчен 70 ачана хăй патне пухрӗ.

Финал пайӗнче районти ачасен творчество çуртӗнчи «Ҫамрӑк журналистсем» кружока (ертӳҫи Энже Залалова) çӳрекен хӗрсем: Нурзиля Шарафутдинова, Ралина Мударисова, Дилия Фаизова, Камиля Камалова та хутшӑнчӗç. Вӗсем тӗрлӗ енлӗ мастер-классенче, медиаçынсемпе тӗл пулчӗç, хӑйсене чӑн журналист профессийӗнче тӗрӗслесе пӑхма пултарчӗç.

Фестивале Тутарстан Республикинчи ҫамрӑксен ӗҫӗсен Министерстви, «ТАТМЕДИА» республикăри пичет тата массӑллӑ коммуникацисем енӗпе агентстви, Хусан федераллă университет, ТР журналистсен Союзӗ, «Тутарстан — Яна гасыр» телерадиокомпанийӗ, ТР Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи Çамрӑксен правительстви йӗркелет.

«Ылтӑн перо» фестивальте хутшăнакансене, шкул ҫулӗнчен пуҫласа, журналистикӑпа интересленме пулӑшать. 

Фестивалӗн кăçалхи тӗп призӗ — КФУ журналистика факультетӗнче тӳлевсӗр вӗрентме май пурри тата вӗренӳ заведенийӗсене Правительствăн грант пулӑшӑвӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев