Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Харсăр Динар

Пушар сӳнтерекен каччă малти вырăна çӗнсе илчӗ

Апрелӗн 30-мӗшӗ – паттӑрлӑх, хăюлăх, ҫирӗплӗх пек пархатарлӑ пахалӑхсемпе палӑрса тӑракан ҫынсен – пушар сӳнтерекенсен  професси уявӗ. 

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче вырнаçнă 114-мӗш номерлӗ пушар сӳнтерекен тата çăлавçăсен посчӗ – чӑн-чӑн профессионалсенчен тăракан пысӑках мар коллектив. Кунта тӗллевлӗ, хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлекен ҫынсем вăй хураççӗ, вӗсем паян халӑх тăнăçлăхӗн хуралӗнче тӑраҫҫӗ. Паян пушар постӗнче ӗҫ ветеранӗсемпе пӗрле ҫамрӑксем те ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен хушшинче хӑйсен ӗҫне лайӑх пурнăçлакансем те пур. Ун пеккисенчен пӗри – Динар Фиркатович Алимов.

Динар Шланка ялӗн каччи. Фиркатьпа Гульшат Алимовсен ҫемйинче ҫут тӗнчене килнӗ.

Динар ачаранпах çирӗп кăмăллăхӗпе, пӗлӗве ăнтăлнипе палӑрса тӑнӑ. Шланка вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл Ульяновск хулинче аслӑ пӗлӳ илет. Унтан ҫарта службӑра тăрать.

Пушарпа ҫӑлав службине ӗçе вӑл 2021 ҫулта пуçăнать. Ҫак облаҫри пӗлӗве лайӑхлатас тӗллевпе Ивановори пушарпа ҫӑлав академине вӗренме кӗрет. Паянхи кун – вăл студент.

Спортпа ачаранпах интересленет. Нумай хут наци кӗрешӗвӗн призерӗ, наци кӗрешӗвӗн районти ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳçи те пулса тӑрать.

Аслӑ пӗлӳ илнӗ чухне армрестлингпа та интересленет, вузсем хушшинче ирттерекен турнирсенче аслӑ шкул чысне хӳтӗлет, призер ятне çӗнсе илет. ГТО нормисене парассипе те Динар пӗрремӗшӗсен ретне кӗрет.

– Эпӗ мӗн ҫамрӑкранпах пушар службипе интереслентӗм, ҫитӗнсе ҫитсен те хама ҫак профессире кураттăм. Юлашкинчен манӑн ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ. Пушар сӳнтерекенсен пӗрремӗш тивӗç – йывăр лару-тăрура тăрса юлнă ҫынсене пулӑшасси пулса тӑрать. Пушар сӳнтернӗ вăхăтра та манăн тӗллев – çын пурнӑҫне сыхласа хӑварасси, кайран тин пурлӑха, пуянлăха тата ытти те.

Пушар сӳнтерекенӗн, паллах, ӳт-пӳ енчен ҫирӗп, чӑтӑмлӑ, вӑйлӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ пулмалла. Хӑш чухне минутсем, секундсем пурне те татса параҫҫӗ, ҫавӑнпа та хăвăрт хушăра решени йышӑнмалла. Ку тимлӗ пулма хушать. Динара ҫак пахалӑхсене ачаранпах ашшӗ-амӑшӗсем парса ӳстернӗ, вӑл хӑй умне лартнӑ тӗллевсенчен пӑрӑнман.

«Эпӗ хамӑн ӗҫе юратса пурнӑҫлатӑп. Пирӗн коллектив питӗ туслă, эпир пӗрле ӗҫлетпӗр», – тет пушар сӳнтерекен хăйӗн служби ҫинчен.

Нумаях та пулмасть ӗçлеме тытăннине пăхмасăр, Динар Фиркатовичӑн хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсем те пур. Зеленодольскра иртнӗ пушар сӳнтерекенсем хушшинче зона конкурсӗнче вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Май уйӑхӗн вӗҫӗнче те, республика турӗнче хутшӑнать.  Харсӑр Динара ӑнӑҫу сунатпӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев