Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вӗçсе пырап... картингра

Ачасен творчествин çурчӗ çумӗнче йӗркеленӗ картинг кружокне çӳрекен ачасем хушшинче ăмăртусем иртрӗç

Мероприятие Çемье çулталӑкӗн тата Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунăн шайӗнче йӗркеленӗччӗ.

Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД управленийӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, Хусанти территорири управленийӗн профилактика уйрӑмӗн Пăва уйрăмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова, районти çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов тата районти автоинспекторсем хутшӑнчӗç.

Ăмӑрту вӑхӑтӗнче ҫамрӑк спортсменсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. 
Ӑмӑрту пӗтӗм-летӗвӗсемпе 1-мӗш вырӑна Бахтияр Мресов çӗнсе илчӗ, Булат Яфизов — 2 вырӑна, Рафаэль Дамаев 3 вырӑна йышӑнчӗç. Вӗсене грамотăсем, медальсемпе парнесем пачӗç.

Ыттисем те хутшă-наканăн Хисеп грамотине тивӗҫрӗҫ. Мероприятие йӗрекеленӗ çӗрте активлă хутшăннисене те грамотӑсемпе парнесем пачӗç.

Парнесене Хусан хулинчи территорири профилактика уйрăмӗн Пăва уйрăмӗ пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев