Ҫу кунӗсем инкек-синкексӗр иртсе кайччӑр!
Район Советӗнче
Районти Ӗç тăвакан комитетăн чрезвычайлӑ лару-тӑру тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗçтерес енӗпе комиссийӗн ларӑвӗ пулса иртрӗ.
Лару ӗҫӗнче ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ведомство учрежденийӗсен ӗҫченӗсем хутшӑнчӗç.
Ҫулла — ҫулталӑкăн чи илемлӗ вӑхăчӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑрушлӑхсемпе инкексем пулакан тапхăрта. Кунсем шӑрӑх тăни ҫак тапхӑрта пушар тухасси, ҫавӑн пекех, шыва кӗнӗ чухне килсе тухакан трагедисен шучӗ те ӳссех пырать. Ҫаксене пурне те лару пынӑ чухне сӳтсе яврӗç.
Комиссийӗн ертӳçи, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ҫуллахи тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессине, çаплах, шыв объекчӗсенче ҫынсем путса вилессине пултарас марришӗн мерӑсем пурнăçланни уйрӑм контрольте пулмаллине палӑртрӗ. Трагедисем ан пулччӑр тесе халӑхпа профилактика ӗҫне вӑйлатмаллине те палӑртрӗ.
— Пушар тата унӑн хӑрушӑ инкекӗсем, шыв объекчӗсенче инкек-синкексем пуласран яланах профилактика ӗҫне илсе пымалла. Ку тӗлӗшпе ятарлӑ рейдсем йӗркелеҫҫӗ. Айӑплисене штраф парӗç, — тесе пӗлтерчӗ комиссийӗн ертӳçи.
Кун йӗркинче çак икӗ ыйту тӑрӑх та 114-мӗш номерлӗ пушар службин ертӳҫин тивӗçӗсене пурнăçлакан Александр Мердеев доклад турӗ.
Пушар, тӗрлӗ инкек-синкексем килсе тухас пулсан, шăнкăравлама телефон номерӗсем: «01», «101», «112».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев