Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Телей патне илсе килнӗ пахалӑхсем

Валентина Григорьевна Васильева — хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ӗҫе тата ҫемйине халалланӑ хӗрарӑм

Валентина Григорьевна Чӑваш Паснапуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӗн ачаранпах колхозра ӗҫлет, ашшӗ-амӑшне пулăшать.

Унӑн тăрăшулăхӗ, хăй умне лартнă тӗллевӗсене пурнăçлама пултарни çинчен кӳршисемпе ял ҫыннисем те калаççӗ, ҫак пахалӑхсемшӗн ӑна нумайӑшӗ хисеплеççӗ.

Шӑпи ӑна, хӑй пекех, ӗçчен те хастар каччăпа Евгений Ивановичпа тӗл пултарать. Вӗсем 8 ача пăхса ӳстереççӗ. Халӗ вӗсене 24 мӑнукпа 2 кӗçӗн мӑнук савăнтараççӗ. Ҫакӑ ҫемье йывӑҫӗн тымарӗсем питӗ тарӑна кайнӑ, тесе калама та май парать. 

Валентина Григорьевнапа Евгений Иванович ачисене юратса, вӗсемшӗн тӑрӑшса пӑхса ӳстернӗ. Халӗ ашшӗпе амăшӗ хӑйсем ҫине те ҫавӑн пекех тимлӗх панине туйса пурăнаççӗ. Нумай ачаллӑ аннене юбилей кунӗ ячӗпе район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин та саламларӗ.

«Валентина Григорьевнапа Евгений Ивановичăн ҫемье историйӗ — юратупа шанчăклăхăн тӗслӗхӗ. Ҫакӑ вара телейпе килӗшӳлӗх патне илсе ҫитерет. Ҫемье хаклӑхӗсем мӗн тери паха пулнине эсир хальхи ӑрӑва кӑтартатӑр», — терӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев