Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Студент пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнисем

Пичет сăмахне юратасси, хакласси манăн шкулта вӗреннӗ чухнех пуçланчӗ

Николай Казаков, журналист, прозаик

1976 çулта Кивӗ Çӗпрелӗнчи вăтам шкула пӗтерсен ман ума ыйту тухса тăчӗ: ăçта вӗренме каймалла?

Шутларăм-шутларăм та Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрринчи вăрман техникумне суйлас терӗм. Аттепе пӗрле унта çул тытрăмăр. Документсене парсан вӗренме кӗмелли экзаменсене хатӗрленме пуçларăм. Август уйăхӗнче пуçланчӗç вӗсем. Абитуриентсене экзаменра виçӗ тема сӗнчӗç. Эпӗ М. Шолоховăн «Поднятая целина» романӗнчи Денис Давыдов сăнарне суйларăм. Вырăс чӗлхипе тата литературипе экзамена А. П. Цветков йышăнчӗ.

Атте мана çав вăхăтра коридорта кӗтсе тăчӗ. Виçӗ сехет хушши экзаменра пулса хам çырнă сочинение преподавателе патăм та коридора тухрăм. Тепӗр кун химипе экзамен тытрăм. Билетра виçӗ ыйтуччӗ. Пурне те хуравласа «5» паллă илтӗм. 

Экзаменсене ăнăçлă тытса пӗтерсен киле таврăнтăмăр, эпӗ вӗренме пыма чӗнсе ярасса кӗтме пуçларăм. Вăрах кӗттермерӗç — август вӗçӗнче сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вӗренме пыма йыхравласа çырнă, директор алă пусса çирӗплетнӗ çырăва илтӗм. 

Вӗренӗвӗн пӗрремӗш кунне эпир Камаево ялӗн хирӗнче кӗтсе илтӗмӗр — эпир, студентсем, колхоз тухăçне пухса кӗртме пулăшрăмăр. Çакăнтах эпир хамăрăн преподавательсемпе пуçласа тӗл пултăмăр. Пӗр уйăхран тин техникума таврăнтăмăр. 

Пирвайхи заметка

Колхозниксене еплерех тухăç пухма пулăшни пирки эпӗ район хаçатне заметка çырса ятăм. Вăл 1976 çулхи кӗркунне пичетленчӗ. Ку ман пурнăçăмри пӗрремӗш заметка пулчӗ. Çавăнтанпа район хаçачӗпе тачă çыхăну тытма пуçларăм. Унтанпа ӗнтӗ 40 çул ытла иртрӗ, эпӗ вара халӗ те редакципе халӗ те çыхăнăва татман. 

Вăл вăхăтра редакци çурчӗ Атăл хӗрринчи урамра пӗр хутлă йывăç çуртра вырнаçнăччӗ, тӗп редактор А. Ивановччӗ. Ун чух эпӗ ăна хамăн тăван енри çутçанталăк илемӗ пирки çырнă заметкăна кăтартрăм — вăл ырларӗ те пичете пачӗ. Кӗçех ман заметка пичетленсе те тухрӗ. Редактор пӳлӗмӗнче эпӗ ун чух редакцире ӗçлекен Анфисăпа (шел, хушаматне астумастăп) паллашрăм. Вăл мана пӗрремӗш задани пачӗ — шкул ачисене пионера илни çинчен çырма ыйтрӗ. Шкула кайса хама хушнă ӗçе пурнăçларăм, материал çырса патăм. Çапла эпӗ район хаçачӗн штатра тăман корреспонденчӗ пулса тăтăм. 

КазаковШуршăла кайни

Вӗреннӗ вăхăтра А. Г. Николаев космонавт пирки нумай илтнӗ. Шкулта вӗрентекенсем те нумай каласа паратчӗç ун çинчен. Вăрман техникумӗн библиотекинче ман куç тӗлне ун пирки çырнă кӗнеке лекрӗ, ăна илтӗм те çӗр каçа вуласа та тухрăм. Космос çинчен нумай çӗннине пӗлтӗм. Пире А. Г. Николаев пирки класс ертӳçи А. А. Цветкова та нумай каласа пачӗ. Вăл пулас космонавта та вӗрентнӗ иккен. Манăн Андриян Григорьевичăн тăван ялне çитсе курас кăмăл çуралчӗ. Пӗр ырă кун пуçтарăнтăм та хам тӗллӗнех тухса кайрăм Шуршăла. Музее кӗрсе куртăм — вăл кивӗ чиркӳ çуртӗнче вырнаçнăччӗ. Хам курни-илтни пирки район хаçатне статья çырса патăм. Вăл «Ленин ялавӗ» хаçатра пичетленчӗ. 

Ун чухне, шел пулин те, А. Г. Николаевпа куçа-куçăн тӗл пулса пулмарӗ. Вăрман техникумӗн 100 çулхи юбилейӗнче çапах та ӗмӗт пурнăçланчӗ — космонавта тинех куртăм. Манăн «Чун-чӗрешӗн хаклă» статья шăпах «Канаш» хаçатра пичетленнӗччӗ, ăна йӗркелӳçӗсем уява килнӗ кашни çынна салатса пачӗç. Андриян Григорьевич та П. Вашаватпа В. Савельев-Саруйăн «Зеленеть дубравам» кӗнекине алă пусса пурне те парнелерӗ. Халӗ те упратăп ăна. Çак кун нумайлăха асра юлчӗ. 

Петр Енцова тав тăватăп

Çавăн пекех Петр Енцова (Вашават) тав тăватăп. Унпа та пуçласа район хаçачӗн редакцийӗнче паллашнăччӗ. Вăл мана хăйӗн ывăлӗ пек йышăнчӗ. Мана кăна мар, çыракансене пурне те хаклатчӗ вăл.

Халӗ вăл çут тӗнчере çук ӗнтӗ, çапах та ырă çын сăнарӗ асăмрах. 
Петр Михайлович поэзие юрататчӗ. Талăкăн хуть те хăш вăхăтӗнче те сăвă çырма пултаратчӗ вăл. Паллах, чи малтан сăввисене пире вулаттаратчӗ вăл. Поэтăн темиçе кӗнекине халӗ те упратăп. Унпа пӗрле эпир Ульяновск облаçӗпе Сӗнтӗрвăрри хушшинче туслăх кӗперне йӗркелерӗмӗр. Петр Енцов Ульяновскри чăваш хастарӗсемпе питӗ туслăччӗ, пӗрлехи съездсене те хутшăнатчӗ. Унăн сăввисем «Канаш» хаçатра пичетленетчӗç. Вăл чӗннипе 1993 çулта Сӗнтӗрвăрри хулин юбилейне те кайса килнӗччӗ. 

Эпир Петр Михайловичпа вăл виличченех çыхăну тытрăмăр. Сӗнтӗрвăррине килсен яланах вăл ӗçленӗ редакцие кӗреттӗм. Яланах хапăл туса кӗтсе илетчӗ, çӗнӗ кӗнекесем парнелетчӗ, тин çырнă сăввисене вуласа паратчӗ... Ырăпа кăна аса илетӗп эпӗ Петр Енцова.

Казаков

Редакцири тӗлпулу

Журналист ӗçне çăмăл тееймӗн. Пичет сăмахне юратасси, хакласси манăн шкулта вӗреннӗ чухнех пуçланчӗ. Атте, Александр Ананьевич Казаков, час-час район хаçатне çырнипе çуралнă-ши çак юрату? Каярах аттен статйисем Сӗнтӗрвăрри районӗн хаçатӗнче те кун çути курчӗç. Вăл кунта килнӗ хушăра паллашнă çынсем пирки çыратчӗ. 

Вăрман техникумӗн преподавателӗсем те — В. Чернявский, Г. Миронов, Г. Трофимов, В. Полищук, Г. Колчина — хаçата çыратчӗç, тӗрлӗ çивӗч темăсене хускататчӗç. Мана Г. Колчинапа пӗрле ялкорсен районти конференцине те йыхравланăччӗ, Тав хучӗпе чысланăччӗ. 

1991 çулхи çулла Сӗнтӗрвăррине çитсе куртăм. Ун чух пире вăрман техникумӗнче вӗрентнӗ преподавательсенчен нумайăшӗ çут тӗнчере çукчӗ ӗнтӗ. А. А. Цветкова вара пире питӗ тарават кӗтсе илчӗ, кашнине ятран астуни тӗлӗнтерчӗ. Ку тӗлпулу пирки те эпӗ район хаçатне статья çырса панăччӗ, вăл «Чӗрешӗн хакли» ятпа пичетленсе тухрӗ. 

«Ленин ялавӗ» хаçат редакцийӗнче те коллективпа тӗлпулу иртрӗ. Г. А. Яковлев редактор питӗ ырă çын. Чей ӗçнӗ май хаçатăн ӗçӗ-хӗлӗ, таврапӗлӳпе поэзи пирки калаçрăмăр. Геннадий Александрович хăй те сăвăсем çырать, таврапӗлӳпе интересленет. Пирӗн тӗлпулу çинчен аса илсе пурăнма тесе вăл мана Сӗнтӗрвăрри хулин историйӗ çинчен çырнă кӗнеке алă пусса парнелерӗ. Çавăнтанпа кунашкал тӗлпулусем йăлана кӗчӗç: Ульяновскри «Канаш» хаçат ӗçченӗсемпе Сӗнтӗрвăрринчи «Ленин ялавӗнче» тăрăшакансем тӗл пулчӗç, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрӗç. Хăнасем Ульяновскра В. И. Ленинпа çыхăннă вырăнсенче, И. Я. Яковлевăн музей-хваттерӗнче пулса курчӗç. 

Юбилейпе саламласа

Çак кунсенче Николай Александрович хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ. 

Николай Александрович Казаков 1959 çулхи июнӗн 19-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă. 1976–1979 çулсенче Сӗнтӗрвăрринчи (Чăваш Ен) вăрман техникумӗнче, 1979–1984 çулсенче политехника институтӗнче (Марий Эл) вӗреннӗ. Пӗр хушă вăрман ӗрчетекен техник, вăрманçă пулăшаканӗ пулса ӗçленӗ. 1984–1986 çулсенче çар хӗсметӗнче тăнă. Çартан таврăнсан Ульяновск облаçӗнчи Тереньга районне пурăнма куçнă. Район хаçатӗнче фотокорреспондент пулса тăрăшнă, Ульяновск чăвашӗсен «Канаш» хаçатӗнче те вăй хунă. 1999 çултанпа Ульяновск облаçӗнчи Вăрман хӳтӗлекен центрта тăрăшать.

Н. Казаков мӗн çамрăкранах çырать. Вăрманçă ӗçне алла илнӗренпе çутçанталăк илемӗпе çыхăннă хайлавсем нумай шăрçалать. Вăл «Тӑван ял — Ҫӗнӗ Йӗлмел» очерксен (1996), «Вӑрман сукмакӗ ҫинче» ҫутҫанталӑк ҫинчен калакан миниатюрӑсен пуххин (2012), «Иду я в лес, когда мне грустно...» калавсен кӗнекисен (2015) авторӗ т. ыт. те. А. Ф. Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ, РФ Писательсен тата Журналистсен союзӗсен членӗ, Чăваш халăх академикӗ. Чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Ентешӗмӗр Николай Казаков «Тăван ен» район хаçачӗпе те яланах çыхăнура тăрать. Унăн статйисем, таврапӗлӳ очеркӗсем, литература пултарулӑхӗ хаҫатра пичетленсе тăраççӗ. Ăна эпир, хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем, çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, ӗçӗнче, творчествăра ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев