Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Штрафсене вӑхӑтра тӳлемелле

Штраф тӳлемен 18 Çӗпрел ҫынни тӗлӗшпе протокол тултарнă.

Кун ҫинчен Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтерет.

— Раççей Федерацийӗн Административлӑ правӑна пӑсни çинчен калакан Кодексӗн 32.2 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн, административлӑ яваплӑха явӑҫтарнӑ ҫыннăн штрафа, йышăну законлă вӑя кӗрсен, утмӑл кун хушшинче тӳлемелле.

РФ 20.25 статьин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн, административлӑ штрафа вăхăтлă тӳлемесен, ăна икӗ хут ӳстерсе тӳлеттерӗç. Унсăр пуçне, вунпилӗк талӑка хупса лартма пултарӗç е аллӑ сехет таран ятарлă ӗҫсене тума явăçтарӗç, — тет Анатолий Михайлов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев