Штрафӗ пысӑк, инкекӗ тата та пысăкрах
Апрелӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа Тутарстанра пушара хирӗҫ режим кӗртрӗç.
«Вӑл ҫутҫанталӑк пушарӗсен, ҫавӑн пекех, халӑх пурӑнакан вырӑнсенче пушарсем килсе тухас хӑрушлӑха чакарассишӗн ӗҫленет», — тет Пӑва тата Çӗпрел районӗнчи пушар надзорӗн инспекторӗ, шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ Ильдус Валиуллин.
Специалист ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пушара хирӗҫ режим пынӑ тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе хушма требованисем палӑртаҫҫӗ. Сӑмахран, кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма, вӑрмансене ҫӳреме чараҫҫӗ т. ыт. те.
Пушара хирӗҫ режим условийӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑснӑшӑн штрафсем пӑхса хӑварнӑ:
— граждансене — 10 пинрен пуҫласа 20 пин тенкӗ таран;
— должноҫри ҫынсене — 30 пинрен пуҫласа 60 пин тенкӗ таран;
— предприниматель ӗҫне юридически сӑпатсӑр пурнӑҫлакансене — 60 пинрен пуҫласа 80 пин тенкӗ таран;
— юридически ҫынсене — 400 пинрен пуҫласа 800 пин тенкӗ таран.
Пушара хирӗҫле режим майӑн 12-мӗшӗччен тӑсӑлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев