Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Семинар: çуллахи каникул инкек-синкексӗр иртӗ

Ачасен канăвӗ

Ачасен ҫуллахи каникулӗ пуҫланчӗ. Вӗсемшӗн канмалли вӑхӑт. Ҫапах та ҫуллахи каникул нумай службӑсемшӗн канӑҫсӑрлӑх тапхӑрӗ пулса тӑрать.

Анат Чакă вӑрман уҫланкинче вырнаҫнӑ «Чайка» канупа сывлăха çирӗплетмелли лагерь пӗрремӗш смена валли хӑйӗн алӑкӗсене уçрӗ. Унччен лагерьте врентекенсем-воспитательсем, вожатӑйсем ача-пӑча канӑвне йӗркелессине халалланӑ семинарта та хутшăнчӗç.

Семинара Тутарстан Республикин Атӑл ҫи тӑрӑхӗнчи районсене кӗнӗ ачасен канӑвне йӗркелес тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ представительсене чӗннӗччӗ. Вӗсемпе тӗл пулма Тутарстанри ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Лулаков та килчӗ. Мероприяти хутшӑнакансене саламласа вӑл:

— Ку семинар — ачасемпе ӗҫлекен специалистсемшӗн пӗр-пӗрин опычӗсемпе паллашмалли тата ҫуллахи канӑва йӗркелемелли чи лайӑх опытсене вӗренмелли площадка. Кунта мӗн илтни, мӗн курни, калаçусем ачасемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫленин пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшасса, юлашкинчен вӗсен аталанӑвӗ тата тăнăçлăхӗ ҫине витӗмлӗ пуласса шанатӑп, — терӗ вӑл.

Сӑмах май, Çӗпрелне килнӗ май, Денис Лулаков ҫамрӑксен «Патриот» центрӗнче пурнăçланакан тӗп юсав ӗҫӗсемпе те паллашрӗ.

2024 ҫулта «Чайка» канупа сывлӑха çирӗплетмелли лагерь Тутарстан Республикин ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерстви ирттернӗ конкурсрăн ҫӗнтерӳҫи пулса, грант выляса илни те пӗлтерӗшлӗ. Грант укҫи-тенкине ҫамрӑксен политикин сферинче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлама ярӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев