Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӑшӑ калаçăва мӗн ҫитӗ?!

Тыл ӗçченӗ 95 çул тултарчӗ

Аслă Çӗнтерӳ çывхарса килнӗ май, Анат Чакă ялӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Елена Федотовна Кузнецова 95 ҫул тултарчӗ. 

Елена Кузнецова Хулаçырми ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗр ҫула яхӑн пурӑнакан ялăн чи ватă кинемийӗ пирӗн ҫӗршыв историйӗн чӗрӗ свидетелӗ пулса тӑрать. Çак çулсенче çӗршывра пулса иртнӗ пур пулăмсене вăл хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинче туйса ирттернӗ.

Мăшăрӗпе Николай Сергеевич Кузнецовпа пӗрле пӗрлехи пурнăçне Анат Чакă ялӗнче пуçласа ярать. Ҫемье пуҫлӑхӗ хӑй те вӑрҫӑра пулса таврăннă. 17 ҫул тултарсан танк училищине вӗренме кӗрет, унтанах вӑл фронта каять. Вӑрҫӑ вӗçленсен тата пилӗк ҫул службӑра тӑрать. 

Елена Федотовнапа Николай Сергеевич тӑватӑ ача ҫуратса ӳстереççӗ. Вӗсем иккӗшӗ те ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫлеççӗ. 

Николай Сергеевич вил-нӗренпе те нумай çул иртнӗ, тӗп никӗсрен ачисем те тухса кайнă. Аслă çулсенче пулин те, Елена Федотовна килне пӑрахса каясшăн мар. Урисем те утасшăнах мар, анчах та ăс-тӑнӗ питӗ лайӑх унӑн. 

«Ачасем черетпе килсе ҫӳреҫҫӗ. Кӳршӗм Ольга Зайнетдинова та кунне темиҫе хут кӗрсе, халăма пӗлсе тухать», — тет Елена Федотовна.

Елена Федотова мӑнукӗсемпе те пуян, мӗнпурӗ — 17ӗн унăн вӗсем.

Юбилей уявне те вăл тӳсӗмсӗррӗн кӗтсе илнӗ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, хӑнасене питӗ кӗтнӗ иккен. Тыл ӗçченне район администрацийӗнчен саламлама финанспа бюджет палатин ертӳҫи Ильдар Ракипов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Усмендеев, культура, шкул представителӗсем килчӗҫ. Кинемие Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн саламлă çырăвне тата парнесем пачӗç, ырлăх-сывлăх сунчӗç. Пуринчен ытла Елена Федотовна ҫакӑн пек ӑшшăн, кăмăллă калаçушăн савӑнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев