Профилактика — лайӑх сывлӑх никӗсӗ!
Диспансеризаци — чирсене иртерех тупса палӑртма, ҫавӑн пекех вӗсен аталанӑвӗн факторӗсене тупса палӑртма пулӑшакан тӗп мерӑсенчен пӗри.
Вӑл профилактика тӗрӗслевӗпе хушма тӗпчев меслечӗсене ӗҫе кӗртет.
Диспансеризаци сывлӑхăн хăш енӗсене ытларах тимлӗх уйӑрма кирлине ăнланма пулӑшать.
Час-часах ҫын туллин те уйрӑммӑн сываласси ӑна вӑхӑтра диагноз лартнинчен тата сипленме пуҫланинчен килет.
Диспансеризацие миҫе хут иртмелле?
Организма яланхи майпа çамрăкланах тишкертмелле. Диспансеризацие 3 ҫулта 18-39 ҫулсенче, 40 ҫул хыҫҫӑн ҫулсерен ирттерме сӗнеҫҫӗ.
2024 ҫулта 1985, 1988, 1991, 1994, 1997, 2000, 2003, 2006 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫынсен диспансеризаци иртмелли черет.
Диспансеризаци 2 тапхӑрта иртет:
I тапхӑр (скрининг) пациентсен хроникӑллӑ инфекциллӗ пулман чирсен паллисене, вӗсене аталану хăрушă факторӗсен, наркотик хатӗрӗсемпе тата психотроплӑ япаласемпе усӑ курнин факторӗсене тупса палӑртас тӗллевпе врач паллисемсӗр кăна ирттереҫҫӗ;
II тапхӑра диагноза тӗрӗс палӑртма хушма тӗрӗслевсем ирттермешкӗн медицина кӑтартӑвӗсем уçăмласан ирттереҫҫӗ.
Диспансеризацие мӗнле ҫырӑнмалла?
1. «Патшалăх услугисен» порталӗ урлӑ.
2. Поликлиникӑна паспортпа, медицина полисӗпе каймалла.
Ӗҫлекен граждансене диспансеризаци тӗрӗслевӗ иртме тӳлевлӗ куну кунӗсем илме ирӗк пур.
Диспансеризаци — пăшăрхантаракан паллӑсем пирки квалификациллӗ специалистран консультаци илме питӗ лайӑх мел.
Хăв пӗлнӗ пек сипленни усӑсӑр пулма пултарать.
Хӑвӑр сывлӑхӑршӑн тӑрӑшма, вӑхӑтра диспансеризаци иртме ан манӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев