Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ольга Сусликова 90 ҫулти юбилейне палăртса ирттерчӗ

Çамрăклах мăшăрӗсӗр тăрса юлнă

Ольга Александровна Аслă Аксу ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 23 ҫулта хӑйӗн ялӗн каччипе Викторпа пӗрле çемье çавăрать. Килӗшӳллӗ те туслă çемьере тăватă ача çут тӗнчене килет.

Ольга ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫлет, тӑван ялне аталантарма пӗтӗм вӑйне хурать. Анчах та çамрăклах мăшăрӗсӗр тăрса юлать. Шӑпа ăна питӗ йывăр сăнавсем парсан та, вӑл пуçне усмасть — ачисене пăхса ӳстерсе, пӗлӳ илме пулӑшать.

Хӗрӗ Галина хӑйӗн амӑшӗ: "Сирӗн тӗплӗ пӗлӳ тата юратнӑ ӗҫ пултӑрччӗ, — тесе калани, çакна пурнăçлама вара амăшӗ мӗн вăй çитнӗ таран тăрăшни çинчен калать.

Ольга Александровнӑна юбилей ячӗпе саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Аслӑ Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Степан Унисков килнӗччӗ. Вӗсем ветерана ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра Ольга аппа хăйӗн хӗрӗ Галина патӗнче пурӑнать. Ольга Александровнан вара 9 мӑнук тата 8 кӗçӗн мӑнук пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев