Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» ҫырнӑ

Кӑҫал Раҫҫейри «Çӗнтерӳ диктанчӗ» патриотла акци улттӑмӗш хут иртрӗ. Ун ҫумне, яланхи пекех, Çӗпрел çыннисем те хутшӑнчӗç. Акцие, дистанцилле те хутшӑнма май пулчӗ.

1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗнче йӗркеленӗ диктанта оффлайн-диктанта ҫырма район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ҫавӑн пекех, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, 10-мӗш классенче вӗренекенсем килчӗҫ.

«Ҫак акци ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизм туйăмӗпе воспитани парас ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — ҫамрӑксен тимлӗхне Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсене явӑҫтарасси, ҫав пулăмсене тӗрӗс хак парассине йӗркелесси. Кун пек акцисем историлле асаилӗве упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ», — тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, диктант ҫырнӑ май.

Текста ҫырма 45 минут вăхăт уйӑрнӑччӗ. Ҫак вӑхӑтра Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫӑн историйӗ енӗпе 25 ыйту ҫине хурав памаллаччӗ. Пилӗк ыйтӑва эпир пурӑнакан регион историйӗ енӗпе панӑччӗ.

Диктант кам тата мӗнле ҫырни каярахпа паллӑ пулӗ. Кашни хутшăнакана уйрӑм номер пачӗç. Вӗсем те https://диктантпобеды. РФ адресӗпе сайта кӗрсе, вӗсем хӑйсем ҫырнӑ диктантăн пӗтӗилетӗвӗсене пӗлӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев