Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Мопедпа та «правасӑр» ҫӳреме юрамасть

Транспорта «правасăр» çӳретнӗшӗн законпа 30 пин тенкӗ виҫепе административлӑ штраф хума палӑртнӑ

Мопед рулӗ умне правсӑр ларнӑ Чӑваш Çӗпрел ялӗнчи ҫул ҫитмен çамрăка тытса чарнӑ. Кун пирки Ҫӗпрел районӗнчи Патшалӑх автоинспекцийӗн пресс-служби хыпарлать.

РФ Административлӑ правӑна пӑсни çинчен калакан Кодексӗн 12.7 статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн транспорт хатӗрне çӳретме ирӗкӗ пулман е ун пек правасӑр тăратса хăварнă ҫынна вӑтӑр пин тенкӗ виҫепе административлӑ штраф палăртаççӗ. 

Енчен ача 16 ҫул тултарман пулсан, уншӑн законлă представительсем (ашшӗ-амӑшӗсем е опекунсем) явап тытаҫҫӗ, вӗсене РФ 5.35 статьяпа административлӑ яваплӑха явӑҫтарма пултараҫҫӗ, ҫав хушӑрах транспорт хатӗрне туртса илеççӗ тата ятарлӑ стоянкӑна ăсатаççӗ, ҫул ҫитмен ачана вара шалти ӗҫсен пайне профилактика учетне тăратаççӗ.

Малалла тăсса

— Хисеплӗ ашшӗсемпе амăшӗсем! Ҫуллахи каникул кунӗсенче хӑвӑр ачӑрсемпе уйрӑмах тимлӗ пулӑр, вӗсене автомобильпе мотоцикл уҫҫисене ан парӑр, машинапа çӳреме хӑнӑхӑвӗсем пулмасан, скутерсемпе мопедсемпе çӳреме те ирӗк ан парӑр, — теҫҫӗ районти автоинспекторсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев