Мăнкун уявӗ
Мăнкун — православи тĕнне ĕненекенсен чи аслă уявĕ. Ăна Иисус Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтернине асра тытса паллă тăваççĕ.
Кăçал Мăнкуна майăн 5-мĕшĕнче уявлаççĕ. Турра ĕненекенсем Мăнкуна кĕтсе илме чылай маларах хатĕрленме пуçлаççĕ, типĕ тытаççĕ, кил-çурта тасатса тирпейлеççĕ. Мăнкун умĕнхи Асап эрнинче Çăлаканăмăрăн çĕр çинчи юлашки кунĕсене аса илсе иртекен службăсенче пулаççĕ. Христиансемшĕн çак эрне питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланать.
Ĕненекенсем Мăнкун умĕнхи каç куç хупмаççĕ, чиркӳри службăна хутшăнаççĕ. Çурçĕр çитиччен маларах чиркӳре çурçĕр кĕлли вулаççĕ. Çурçĕр çитсен вара пĕтĕм халăх çуртасем çутса чиркӳ тавра Хĕреслĕ çулпа утса çаврăнать, чиркĕвĕн хупă алăкĕсем умĕнче чарăнса тăрать. Унтан Мăнкун юрри юрлаççĕ, священник хупă алăксем умĕнче хĕрес хурать, вĕсем уçăлаççĕ, пурте чиркĕве кĕреççĕ. Аслă Мăнкун пуçланать.
Чиркĕве илсе килнĕ хĕретнĕ çăмартана, куличсене, ытти кучченеçе çветит тăваççĕ. Пурте пĕр-пĕрне пысăк уяв ячĕпе саламлаççĕ. Мăнкун праçникĕ — чи нумая тăсăлаканни, Турра ĕненекенсем 40 кун хушши пĕр-пĕрне «Христос чĕрĕлнĕ!» тесе калаççĕ.
Çутă Мăнкун уявĕ ачасене уйрăмах пысăк савăнăç парнелет. Ĕненекенсем чи малтан шăпах ачасене Мăнкун çăмарти, кулич е пылак кучченеç пама тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕрне хĕретнĕ çăмарта парасси чиркӳ йăли-йĕркине çирĕп кĕнĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ Мăнкун çăмарти пурне те çĕнтерекен Турă юратăвне пĕлтерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев