Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе турнир иртрӗ

Турнира «Паттӑрлӑх» орденӗн кавалерне Александр Шуркина халалласа ирттерчӗç

Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗн спорт залӗнче ҫамрӑксемпе хӗрсем хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе уҫӑ турнир иртрӗ. Ҫак турнира районта ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ, кӑҫалхипе вӑл 24-мӗш хут иртрӗ.

Мероприятире район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Александр Шуркинăн амӑшӗ Елена Ивановна, шӑллӗ Юрий Шуркин, ҫамрӑксен ӗçӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов хутшӑнчӗç.

Турнира ирттерме «Амосов» хресчен-фермер хуçалăхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Амосов тата предприниматель Надир Мушарапов спонсор пулӑшӑвӗ панă.

Ӑмӑртура Ульяновск облаҫӗнчен, Чӑваш Енрен, Тутарстан Республикинчи Теччӗ хулинчен, çавӑн пекех, Кӗçӗн Чăнлă, Алешкин-Саплӑк, Матак тата Çӗнӗ Йӗлмел ялӗсенчен çамрăк кӗрешӳçӗсем хутшăнчӗç.

Турнир пуҫланас умӗн Алексей Ярухин геройăн амӑшне Елена Ивановна Шуркинана асăнмалăх парне пачӗ, ҫакӑн пек хастар ывăл пăхса ӳстернӗшӗн тав турӗ. Елена Ивановна турнирта хутшӑнакансене, организаторсене, спонсорсене тав тунине пӗлтерчӗ.

Мероприятие пуçтарăннисем Чечня территорийӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ ентешӗмӗре Александр Шуркина аса илсе пӗр минут шăп тӑчӗҫ.

Турнир вӑхӑтӗнче 10 комплект награда вылянтарчӗç, вӗсемшӗн икӗ ӳсӗм ушкăнӗнче ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем вăй виçрӗç, личнӑй зачетра чи вӑйлӑ спортсменсем палӑрчӗç.

Малти вырӑнсене йышӑннӑ ҫамрӑк кӗрешӳçӗсене грамотӑсем, медальсемпе парнесем пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев