Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Галина Кудряшова «Эпӗ — хӗрарӑм» конкурсра 1 вырӑн йышӑнчӗ

«Эпӗ — хӗрарӑм» конкурса пӗрремӗш хут 2021-мӗш ҫулта ирттернӗ.

Чӑваш Енре «Эпӗ — хӗрарӑм» конкурсăн финалӗ Республика кунӗн илемлӗ аккорчӗ пулса тӑчӗ. Ҫак уникаллă конкурс регионти Правительствăна, Хӗрарӑмсен союзне, «Пӗрле» аталану Фондне, хӗрарӑма чапа кӑларас тӗллевпе хастарлӑ граждансене тӑваттӑмӗш хут пӗрлештерчӗ.

«Эпӗ — хӗрарӑм» конкурсăн историйӗ 2021 ҫулта пуҫланнă. 4 ҫул хушшинче конкурса 2500 яхӑн, 17 ҫултан пуҫласа 93 ҫулчченхи, хӗрсемпе хӗрарăмсем ăмăрусене хутшăнма кăмăл тунине пӗлтернӗ. Вӗсем хӑйсем çинчен каласа кăтартнă видеороликсем — хӑйсен ҫемйи, профессийӗсем, хавхаланӑвӗсем, общество тата ырӑлӑх пуçарăвӗсене хутшăннин ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пулнă. Интернетра миллиона яхӑн çын вӗсене пăхнă, вӗсенчен 350 пинӗшӗ сасӑлава хутшӑннӑ.

Кӑҫал заявкӑсене Мускав, Санкт-Петербург, Тюмень, Сургут, Севастополь, ҫавӑн пекех, Тутарстан Республикин, Оренбург тата Ульяновск облаҫӗсен представительницисем панӑ. 2024 ҫулта конкурса икӗ ҫӗнӗ номинаци кӗртнӗ: Раҫҫейри ытти регионсенчи хӗрарӑмсем валли «Эпӗ Чӑваш Енрен» тата СВО хутшӑнакан паттӑрсен мӑшӑрӗсемпе амӑшӗсем валли «Кӗт мана».

Тӑваттӑмӗш хут йӗркеленӗ конкурсра пурӗ 1026 хӗрарӑм хутшӑннă. Вӗсем видеопрезентацисем хатӗрленӗ. Вӗсемшӗн Чӑваш Ен цифра аталанӑвӗн Министерстви йӗркеленӗ телефон сасӑлавне хутшӑнма май пулчӗ. Эрне хушшинче пӗрлехи лини çине 100 000 ытла çын шӑнкӑравланă. 

Регионсен хушшинчи «Эпӗ — хӗрарӑм» конкурсăн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене Республика кунӗнче Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире палӑртнӑ. Унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Республикăри Министрсен Кабинечӗн представителӗсем, депутатсем, общественниксем хутшӑннӑ. Вӗсем конкурсантсене саламланă, Чӑваш Ен аталанӑвне тата Раҫҫей пуласлӑхне туса хурас ӗҫе пысӑк вӗсем пай кӗртнӗшӗн савăннине тата тав тунине пӗлтернӗ.

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх 12 номинацире кашнинче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех конкурсăн йӗркелӳçисем Гран-при премине çӗнсе илнисене те палăртнă.

«Эпӗ Чӑваш Енрен» номинацире 1-мӗш вырăна Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи Чӑваш Паснапуç шкул-ача сачӗн директорӗ Галина Васильевна Кудряшова тивӗçлӗ пулчӗ.

Галина Васильевнана саламлатпӑр! Малашнехи ҫитӗнӳсем сунатпӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев