Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Футбол енӗпе ăмăрту иртрӗ

Футбол ӑмӑртӑвӗсенче ГТО мобильлӗ площадка та йӗркелерӗç.

Районти вӗренекенсен Спартакиади шайӗнче «Шкул футбол лиги» пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен командисем хушшинче футбол енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Спартакиадăна Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ.

Ӑмӑртура районти шкулсенче вӗренекен каччăсенчен тăракан — 12 тата тата хӗрсенчен тăракан 6 команда вăй виçрӗ. Каччăсем — 4, хӗрсем вара 2 ушкӑна пайланса вылярӗç, пӗр ушкӑна 3 команда кӗчӗ. 

Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем пе 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн футболистсен команди ҫамрӑксем хушшинче чи вӑйли пулса тӑчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Аслӑ Аксу тата Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗсен командисем çӗнсе илчӗç.

Хӗрсем хушшинче вара 1-мӗш вырӑна Аслӑ Аксу шкулӗн команди, 2 вырӑна Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗн команди, 3 вырӑна Хулаçырми шкулӗн команди йышӑнчӗ.

1, 2, 3 вырӑн йышӑннӑ командӑсене Дипломсемпе медальсемпе пачӗç, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнчи каччăсен командине тата Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗнчи хӗрсен командине куҫса ҫӳрекен кубоксене тивӗçлӗ пулчӗç.

1 вырӑн йышӑннӑ командӑсем «Шкул футбол Лигин» зона тапхӑрӗнче район чысне хӳтӗлӗç.
— Спорт ачасен ӳт-пӗвне çирӗплетсен, ӑс-хакӑл енчен те воспитани парать, — тет ӑмӑртусен тӗп судйи Валерий Юманов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев