«Атте» сӑмаха калама пӳрмен
Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗнче пурӑнакан Хадича Тагировна Абдрахманова 90 ҫул тултарчӗ.
Эпир, редакци ӗçченӗсем, ватӑсем патӗнче, уйрӑмах юлашки ҫулсенче, час-часах пулатпӑр. Район ертӳҫисемпе, ветерансен совечӗпе пӗрле вӗсен юбилейӗсене палăртса ирттернӗ çӗрте хутшӑнатпӑр.
Эпӗ ҫакна каласшӑн — вăхăтне кура, аслă çулсенчи çынсен пурнӑҫӗ питӗ йывăр пулнă. Вӗсемпе, кирек хăшӗнпе калаҫсан та, ашшӗ вӑрҫӑран таврӑнман, е таврăнсан та нумай пурӑнаймасăр вилнӗ, пӳрт тулли ачисем тӑлӑх тăрса юлнă.
Хадича Тагировнан та ашшӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен таврăнайман, хӗрача «атте» сӑмаха та калайман, ашшӗ сӑнне те астумасть. Ҫак ӑру ҫыннисене йывăрлăхсем çирӗплетнӗ. Хадича аппа та мӗн ачаранпах ҫитӗннисемпе тан тырӑ вырнӑ, пучахӗсене те пуҫтарнӑ. Кивӗ Кахăрлă — плотниксен ялӗ. Ку ӗç вӗсене мӗн авалтан куçса пынă. Ҫак ял хӗрарӑмӗсем арҫынсемпе пӗрле вӑрман та каснӑ, хӑма та çурнă. Хадича аппа та 15 ҫула ҫитнӗ тӗле хăма çуракан ӑстаçă пулса тăнă.
Ӗçчен хӗре, паллах, нумайăшӗ килӗштернӗ. Вӑл вара Харис Абдрахманова юратнӑ. Ҫак мӑшӑрӑн çемье пурнăçӗ ҫирӗп пулнӑ. Ҫапах та пурнӑҫ пӗр тикӗс кăна пымасть — Хадича аппа паян хӑйӗн хӑтлӑ та илемлӗ ҫуртӗнче пӗчченех пурӑнать. Пӗччен пурăнать тени тӗрӗсех те мар — унӑн алӑкӗсем пуриншӗн те уҫӑ, тӑванӗсем унăн халне пӗлсех тăраççӗ, хӑй те хӑнасене питӗ юратать.
— Пурнӑҫăм колхозра ӗçлесе иртрӗ ӗнтӗ, — тет Хадича Тагировна. — Колхоз ӗҫӗнчен пӗр кун та юлман. Тӑрӑшса ӗҫлерӗм. Правленинчен, районтан чысласа панă Хисеп грамотисем те нумай.
Ҫапла, Хадича Абдрахманова пеккисем — вӑйлӑ, хӑй тӗллӗн пурӑнакан, йывӑрлӑхсене парăнман хӗрарӑм тӗслӗхӗ.
Ветерана 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фатхуллин килнӗччӗ. Вӗсем Хадича аппана ырлăх-сывлӑх, канлӗ ватлăх сунчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев