Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Асӑнупа хурлану кунне палăртса ирттерчӗç

Мероприятисем Ӗç тата Çар мухтавӗн монуменчӗ умӗнче, торжествăлла лару-тăрура Ӗмӗр сӳнми вут умне веноксем хунинчен пуçланчӗç.

Июнӗн 22-мӗшӗ — Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫӑн пуҫланнă кун. Ҫак куна ҫӗршывра Асӑнупа хурлану кунӗ пулнă май палӑртаҫҫӗ. Ҫак кун Çӗпрел ҫыннисем Совет Союзӗн Геройне Григорий Семенова та аса илсе чысларӗç. Вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ.

Мероприятисем Ӗç тата Çар мухтавӗн монуменчӗ умӗнче, торжествăлла лару-тăрура Ӗмӗр сӳнми вут умне веноксем хунинчен пуçланчӗç.

Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ентешсен паттӑрлӑхӗ, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фашистла захватчиксене хирӗç çапăçура фронт тата тылри пӗрлӗх ҫинчен калаçрӗ.

Хулаçырми вăтам шкулăн юнармеецӗсем Героя — ял паттӑрне халалланӑ сӑвӑсем вуларӗҫ. Григорий Семеновӑн ашшӗпе пӗр тӑванӗн ывӑлӗ Василий Семенов пиччӗшне манманшӑн тав турӗ те, унпа мăнаçланни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Пухӑннисем Григорий Семеновăн бюсчӗ умне чечексем хучӗҫ.

— Кун пек мероприятисем пирӗн ентешӗмӗрсен историйӗпе паттӑрлӑхне ҫитӗннисемпе пулас ӑрусене парса пыма, Геройсене хисеплеме вӗрентме май параҫҫӗ, — терӗ Рустам Мухаметзянов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев