Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Аптечкӑсен составӗ улшӑнӗ

Раҫҫей Сывлăх сыхлав министерстви автомобиль аптечкин ҫӗнӗ составне ҫирӗплетрӗ.

2024 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен автомобиль аптечкинче мӗн пулмалли паллӑ пулӗ.

Аптечкӑна мӗн кӗрет:

— икӗ стерильлӗ пулман медицина маски;
— стерильлӗ пулман икӗ мӑшӑр медицина алшăллийӗ, вӗсен пысăкăшӗ Мран кая мар пулмалла мар;
— чӗре-ӳпкене пӗр хут ҫӑмӑл реанимаци тумалли маска (хатӗр)
— юн юхма чаракан жгут;
— марля медицина е эластика бинчӗ, 3 штук;
— 2×500 см пысӑкӑш рулонлă лейкопластырь; 
— стерильлӗ медицина салфеткисем, 2 упаковка;
— 160 см x 210 см пысӑкӑшри изотермичный ҫӑлӑнӑҫ утиялӗ;
— бинт материалне касма хачӑ.

Аптечка тата ҫакӑн пек предметсемпе комплектланать:

— А7 форматри блокнот;
— хура (кӑвак) маркер е кӑранташ;
— коробка е сумка;
— пӗрремӗш пулӑшу памалли инструкци.

2024 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен комплектланӑ аптечкӑсемпе 2027 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен усӑ курма пулать.

2021 ҫулччен кӑларнӑ автомобиль аптечкисемпе 2024 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен, ҫавӑн пекех юрăхлă пулнă вăхăт иртиччен усӑ курма юрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев