Ачасем выляса-кулса, юрласа-ташласа савăнчӗç
«Чүпрәле» паркӗ
«Чүпрәле» паркӗнче Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунӗ умӗн асра юлакан уяв иртрӗ.
Мероприяти ҫӗршер ачапа вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене пӗрлештерчӗ.
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пӗчӗк хӑнасене ҫак уяв ячӗпе саламларӗ. Районта ачасене тата вӗсене пысӑк тимлӗх уйăрнине палӑртрӗ.
— Ачалăх — пурнăçри чи кăмăллă тапхăр. Сирӗн кăмăлăрсем яланах çӗкленӳллӗ пулччăр!" — тесе, вăл хăйӗн сунăмӗсене пӗлтерчӗ. Уяв тӗрлӗ кăмăллă канмалли мероприятисемпе, парнесем панипе çыхăнса пычӗ.
Ачасен творчество çуртӗнче, культура çурчӗ çумӗнче йӗркеленӗ кружоксене çӳрекен ачасем сцена çинче хăйсен ăсталăхӗсене кăтартрӗç: юрларӗç, ташларӗç. Хăйсем валли йӗркеленӗ, мастер-классенче те хутшăнчӗç. Савӑнсах батут ҫинче сикрӗç, вӑйăсенче хутшӑнчӗç. Çавӑн пекех, ачасемшӗн те, аслисемшӗн те ГТО площадкисем ӗçлерӗç, нумайăшӗ унта та хăйсен вăйăсене сăнаса пăхрӗç.
Районти тӗрлӗ шкулсенчен килнӗ ачасен спорт ӑсталӑхӗпе туслӑхне, пӗр-пӗринпе ӑмӑртнине курма уйрӑмах кӑмӑллӑччӗ. Уяв ачасене савӑнӑҫ панипе кӑна мар, вӑй-халпа ӑс-хакӑла аталантарма та пулӑшать.
Ашшӗ-амӑшӗсем çакӑн пек асра юлмалăх уявшӑн организаторсене те тав турӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев