Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ачаранах çул-йӗр правилисене вӗренеççӗ

ГИБДД

Ача сачӗсенче, шкулсенче çул-йӗр юхăмӗн правилисене вӗренес енӗпе мероприятисем иртеççӗ.

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи «Сказка» ача садӗнче «Ача — тӗп пассажир» ятпа профилактика акцийӗ иртрӗ. 

Ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикӑлас енӗпе ирттерекен акцийӗн тӗп тӗллевӗ — общественноçăн тимлӗхне ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн проблемисене, ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикӑлассине, пассажир ачасен хӑрушсӑрлӑхӗн проблемисене ашшӗ-амăшӗсене явӑҫтарассиччӗ.

Мероприяти пынă вăхăтра ашшӗ-амӑшӗсене паллаштарма «Автомобильти ачан хӑрушсӑрлӑхӗ», «Çул ҫинчи тăнăçлăх. Ачасемшӗн хӑрушсӑрлӑх правилисем» пек темăсем енӗпе буклетсем валеçрӗç.
* * *
«Тимлӗх — ачасем!» акци шайӗнче профилактика мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. Акци майӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 5-мӗшӗччен пырать.
Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн çул-йӗр юхăмӗн çамрăк инспекторӗсемпе пӗрле çул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас енӗпе мероприяти иртрӗ.

Мероприятие «Тимлӗх — ачасем!» профилактика акцийӗн шайӗнче йӗркеленӗччӗ.
Мероприяти пынӑ май, ачасене çул урлă каçнă чухне çуран иртмелли вырăнтан каçмалли, велосипедпа çур урлă каçнă чухне велотранспортран анса, ăна çавăтса утмалли çинчен ӑнлантарса пачӗç.

Ҫавӑн пекех вӗренекенсене ҫул çинчи тата транспортри хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен каласа пачӗҫ, талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ҫутта тавăракан элементсем çакса çӳрени усӑллӑ пулни çинчен ӑнлантарчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев