Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

90-мӗш çуркуннине кӗтсе илчӗ

Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурăнакан Асия Сайдашева 90 çулхи юбилейне палăртса иртрӗ.

Асия Мингалиевна Ульяновск обла-ҫӗнче ҫурал-са ӳснӗ пулин те, унӑн пурнӑҫӗ пирӗн енпе, тӗрӗсрех каласан, Кивӗ Шемӗршел ялӗпе çирӗп ҫыхӑннӑ.

1960 ҫулта хӗр Шемӗршел ялӗн каччипе Исмагиль Хасанзянович Сайдашевпа паллашать.

Часах вӗсем мӑшӑрланаççӗ. Ҫулсем иртнӗ ҫемӗн вӗсен çемйинче ултӑ ача çут тӗнчене килет. Ачасем тӑрӑшуллӑ, сӑпайлӑ, ырă кӑмӑллӑ пулса, мӗн ачаранпах ӗçе хăнăхса ӳсеççӗ. Ун пек пулмасан та çук, ашшӗ-амӑшӗ вӗсен колхозра, кунӗн-çӗрӗн тенӗ пекех, ӗçре пулнă.

Асия аппа XXII Партсъезд ячӗпе хисепленсе тăракан колхозӑн малта пыракан выльăх пăхаканӗ пулать. Кун çинчен вӑл паянхи кун «Ӗҫ ветеранӗ» пулни те çирӗплетет.

Асия Сайдашеван паянхи пурнăçӗ те телейлӗ — вӑл ывӑлӗн Ильгизарăн тата кинӗн Наилян хуттинче пурăнать. Юбилярăн 14 мӑнукпа 28 кӗçӗн мӑнукӗ пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев