11 çултанпах ӗçре
Ветеран
Алешкин-Саплăк ялӗнче пурӑнакан Зинаида Васильевна Кудряшова 85 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Зинаида Васильевна Алешкин-Саплык ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӗсен ҫемйинче 18 ача çут тӗнчене килнӗ, анчах вӗсенчен ытларахӑшӗ пӗчӗк чухне вилеççӗ, тӑхӑрăшӗ кăна сывă çитӗнеççӗ.
Вӑрҫӑ пуҫлансанах Зинаида Васильевнан ашшӗне фронта илсе каяççӗ. Амӑшӗ пилӗк ачапа тăрса юлать (ытти ачисем ашшӗ вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ). Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫемьен йывӑрлӑхсем нумай тӳссе ирттерме тивет, çимелли те, тăхăнма тумтир те пулмасть. Зинаида Васильевнана ялти шкулта нумай вӗренме тӳр килмест, ялти ача садне ӗҫе вырнаҫать. Ҫав вӑхӑтра вӑл 11 ҫулта ҫеҫ пулнӑ-ха. 15 ҫул тултарсан вара, колхозра сысна ферминче ӗҫлеме пуҫлать.
Пӗр ял ҫыннине качча тухать. Мăшăрӗпе Петр Никифоровичпа пӗрле вӗсем ҫичӗ ача пӑхса ӳстереççӗ. Ҫӗнӗ ҫурт лартаҫҫӗ. Шел пулин те, Петр Никифорович 47 ҫулта чухне вилет. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, Зинаида Васильевна хӑйӗн ачисене пурне те ура ҫине тӑратать, вӗсене тивӗҫлӗ пӗлӳ парать, пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупма пулӑшать.
Зинаида Васильена тăрăшуллă, чыслă ӗçӗпе малта пыракан сысна пăхакан ӗçченӗн ятне те тивӗçлӗ пулать. Ӑна ҫулсеренех малта пыракансен слетне, Сабантуй лаптăкне чӗнсе парне парса чыслаççӗ. Вăл «Ача амăшӗ» медалӗн хуҫи те.
Паянхи кун Зинаида Васильевнан 16 мӑнук тата 20 кӗçӗн мӑнук пур. Амӑшӗн тата кукамай-асламӑшӗн юбилейӗ кунӗнче ачисем, мӑнукӗсем пуçтарăннăччӗ. Зинаида Васильевна юрлама питӗ юратать, юбилей кунӗнче вӑл илемлӗн юрласа та кăтартрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев