Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ырӑ ӗҫ малалла пурнӑҫланать

Пулăшу

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче, Тӑван ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлекен çар çыннисем валли маскировка сеткине ҫыхмалли ырӑ ӗҫ, Упири Культура ҫуртĕнче малалла пырать.

Нумаях пулмасть кӳршĕре вырнаҫнӑ Шӑмӑршӑ районне кӗрекен Канаш паҫҫулкинчен Викторовсен туслӑ ҫемйи те, сӑваплӑ та ырӑ ĕҫе хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.

— Ял хушшисем инҫех мар та, килсе хамӑр та пулӑшас терĕмĕр, вӑрҫи часрах чарӑнтӑр ĕнтĕ, — терĕҫ пĕр саслӑн Лидияпа Владимир. — Хӑнӑхса пыратпӑр, ним чухлĕ йывӑрри те курӑнмасть. Малтан килсен мӗнле ҫыхнине пӑхрӑмӑр та, ӗҫе пурнӑҫлама тытӑнтӑмӑр. Килте ахаль лариччен, ҫынпа пĕрле тӑрӑшма кӑмӑллӑ иккен. Ӳркенмелле кăна мар! Алӑсем хӑйсемех ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ.

Ҫулталӑка яхӑн ӗҫленӗрӗн пӗр ҫемьери пек туслӑн пурӑнаҫҫӗ, ӗҫӗсем те лайӑх пурнӑҫланаҫҫӗ. «Ӗҫпе кану та юнашарах» тенӗ. Сеткӑсем явнӑ хушӑрах ҫамрӑк чухне юрланӑ юрӑсем те шӑрантараҫҫӗ, пурнӑҫри тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ пирки те шавласа илеҫҫӗ волонтерсем.

— Ир пулсанах, хӑнӑхса ҫитнӗрен, ӗҫе ҫӳренӗ пекех килес килсех тӑрать, — тӗрӗҫ пӗр ушкӑнри хӗрарӑмсем. — Кая юлас мар тесех, кил хуҫалӑхри ӗҫсене иртерех пурнӑҫласа хуратпӑр.
Алӑсем ахаль хусканни те ӑс-тӑн ывӑннине сирсе яма пулӑшать.

«Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приютри воспитатель Валентина Козлова ертсе пынипе ачасем пӗрле окоп ҫуртисем туса хатӗрлеҫҫӗ (иккӗмӗш сăн ӳкерчӗк). Салтаксем валли апат пӗҫернӗ чухне кусем ҫав тери кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев