Чӗкӗнтӗр хирӗсенче – хӗрӳ ӗç
Хыпарсем

Чӗкӗнтӗр хирӗсенче – хӗрӳ ӗç

«Цильна» обществӑра тата «Бикчуров Р. А.» хуҫалӑхра сахӑр чӗкӗнтӗрӗн тухӑҫне кăларма пуçларӗç

Районти хуҫалӑхсенче кӗрхи ӗҫсем пӗр-пӗринпе çыхăнса пыраҫҫӗ. Пӗрчӗллӗ культурăсене пухса кӗртнӗ вӑхӑтра çӗр ӗçченӗ-механизаторсем кукурузăна  та силоса хываççӗ, сахӑр чӗкӗнтӗрне те кăларма пуçлаççӗ.

«Цильна» обществăра 90 гектар лаптӑка йышăнакан сахăр чӗкӗнтӗрӗн ани çинче Рамис Айнулловпа унӑн пулӑшуҫи Марат Яруков «РОПА» маркӑллӑ комбайнпа ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак ют çӗршывра туса кăларнă комбайн харӑсах темиҫе техника ӗҫне пурнӑҫлать: чӗкӗнтӗре ҫулҫӑсенчен тасатать, ӑна чавса кăларать, пылак тымар çимӗçе бункера тултарса та пырать. Бункерсене тултарнӑ сахӑр чӗкӗнтӗрне вара хирти кагатсем ҫине пушатаҫҫӗ, ун хыççăн «КамАЗ » тата «МАЗ» автомобильсем ҫине тиесе, сахӑр завочӗсене ӑсатаҫҫӗ. 

Обществӑри ӗҫе уҫӑмлӑн тата икӗ сменӑпа йӗркеленӗ. Ҫӗрлехи сменӑра Рамис Айнулловпа Марат Ярукова чи опытлӑ механизаторсенчен пӗри Ильнур Сатдинов ылмаштарать. 

Хуҫалӑхра механизаторсем вӑхӑта шута илмесӗр, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ. Сахӑр чӗкӗнтӗрӗн тухӑҫӗ тулăх – гектартан вӑтамран 600 центнер тухать. «Пирӗн кунне темиҫе рейс тума та май пур, анчах сахӑр завочӗсенче, пылак тымар çимӗçе йышшăннă çӗрте, черет пысӑк», – теҫҫӗ механизаторсем.

Кӗрхи культурӑсене те обществӑра оптималлӑ вӑхӑтра акнӑ. Кунта кӗрхи тулӑ вӑрлӑхне 600 гектар лаптӑк ҫинче акнă. Вырса ҫапнӑ хирсенчи улӑма рулонсем туса хунă, хальхи вӑхӑтра ӑна фермӑсен çумнерех турттарас ӗҫсем пыраҫҫӗ.

Малалла тăсса

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен сентябрӗн 16-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тӑрӑх, районӗпе 23998 гектар лаптӑк ҫинчи пӗрчӗллӗ культурăсене  вырса çапнă, ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 88,5 процентне тӳрӗ килет. Пӗрчӗллисен вӑтам тухӑҫӗ гектартан 39,1 центнерпа танлашать.

Районӗпе пылак тымар ҫимӗҫе 120 гектар лаптӑк ҫинчен кӑларса илнӗ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 541,7 центнерпа танлашать.

Обществăсемпе хуҫалӑхсенче хальхи вӑхӑтра силоса хурасси, кӗрхи суха тăвасси пек ӗҫсем пыраҫҫӗ. Районӗпе 17054 гектар лаптӑк ҫинче çӗрсене сухаланă.

Выльӑх-чӗрлӗх валли хӗл каçармалли тапхăршăн район тӑрӑх 17687,35 тонна выльӑх апачӗ хатӗрленӗ, ҫав шутра 6893 тонна утӑ, 42387 тонна сенаж, 4910 тонна силос хывнă. Пӗр условлӑ выльӑх валли вӑтамран 26,6 центнер апат единици хатӗрлесе хунӑ.


Нет комментариев