Объектăн ячӗ «Алтын туп» («Ылтăн мечӗк»)
Объекта савăнăçлă лару-тăрура уçасси видеоҫыхӑну урлă Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов хутшӑннипе иртрӗ.
Видеоҫыхӑну урлă çакӑн пек объектсене çав кунах Алексеевски, Тюлячински тата Лениногорск районӗсенче уҫрӗҫ. Ҫӗнӗ объектсене пурне те республика программипе килӗшӳллӗн тунӑ.
Ҫӗпрел районӗнче иртнӗ мероприятире Тутарстан Республикин строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхăн министрӗ Марат Айзатуллин, Патшалӑх пурлӑхне тытса пырассипе ӗҫлекен Федераллӑ агентствӑн Тутарстан Республикинчи тата Ульяновск облаҫӗнчи регионсен хушшинчи территори управленийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Марат Ситдиков хутшӑнчӗҫ.
Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов умӗнче видеоҫыхӑну урлă спорт объектне уҫма хатӗррине пӗлтерчӗ, Тутарстан Правительствине тав турӗ.
– Паян пирӗн районшӑн пӗлтерӗшлӗ паллӑ кун. Эпир ку чухнехилле витнӗ ҫӗнӗ футбол манежне уҫатпӑр. Ҫӗпрел районӗнче футбол спорчӗ хастар аталанать: паянхи кун тӗлне ҫамрӑксен тата аслисен 15 яхӑн команди ӗҫлет. Ҫӗнӗ объект, ҫанталӑк мӗнле тӑнине пӑхмасӑр, ҫак спорт тӗсӗпе ҫулталӑк тӑршшӗпех интересленме май парӗ. Ку районăмăрти 105-мӗш спорт объекчӗ, пысӑк спорт объекчӗсенчен пиллӗкмӗшӗ пулать. Кунта пулас чемпионсем ӳсӗç тата пире ҫӗнӗ спорт ҫӗнтерӗвӗсемпе савӑнтарасса шанатӑп, – терӗ Марат Ринатович.
Марат Айзатуллин та ҫӗнӗ здани уҫӑлнӑ ятпа саламларӗ, ӑшӑ сунăмсене пӗлтерчӗ:
– Ҫӗнӗ футбол манежӗ ҫамрӑксемшӗн кӑна мар, районта пурӑнакансемшӗн, спорта юратакансемшӗн те хăй патне туртакан площадка пуласси пирки иккӗленместӗп эпӗ. Кунта физкультурӑпа тата спортпа туслашма мӗнпур услови те пур. Ҫак объект Ҫӗпрел çыннисене нумай ҫул савӑнтартӑр, спортӑн ҫӗнӗ ҫӗнтерӗвӗсене илсе килтӗр.
Уяв шайӗнче объект тӑвакансене Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене пачӗҫ. Чысланнисен хушшинче «Вип-Строй строительство компанийӗ» обществăн прорабӗ Олег Кузьмичев тата компанийӗн директорӗн ҫумӗ Марат Ахметов пурччӗ.
Манежра 20х40 метр пысӑкӑш футбол хирне те хатӗрленӗ. Унта душ, хывӑнмалли пӳлӗмсем, тренер, медицина кабинечӗ тата спорт хатӗрӗсене упрамалли пӳлӗмпе оборудованиленӗ. Спорт объектӗнче мӗнпур кирлӗ оборудовани тата хатӗр-хӗтӗр пур.
Малалла тăсса
Тутарстан Республики спорта аталантарас енӗпе Раҫҫейре малти вырӑнсене йышӑнать. Футбол – спортӑн чи паллӑ тӗсӗсенчен пӗри. Тутарстанра унпа 68 пин ҫын интересленет.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 12 пин ытла спорт объекчӗ шутланать. Малашлӑхра республика районӗсенче çакăн пек тата 12 витнӗ футбол манежӗ тума палӑртнӑ.
Нет комментариев