Суйлав – 2026
Ку эрнере пирӗн ҫӗршывра пысӑк пӗлтерӗшлӗ политика пулӑмӗ – РФ Патшалӑх Думин депутачӗсен суйлавӗ пулать. Сасӑлав процесӗ сентябрӗн 18, 19 тата 20-мӗшӗсенче иртӗ.
Районта ҫак кунсенче пурӗ 36 суйлав участокӗ уҫӑлӗ, унта ӗҫлеме 224 ҫынна явӑҫтарӗҫ. Суйлав участокӗсем виҫӗ кун хушши ирхи 8:00 сехетрен пуҫласа каҫхи 20:00 сехетчен ӗҫлӗҫ. Сасӑлавра дистанциллӗ тата электронлӑ меслетсемпе те усӑ курӗҫ.
Унсӑр пуҫне суйлав кунӗсенче районта пурӑнакансем валли культурӑпа кану мероприятийӗсем нумай пулӗç. Суйлав участокӗсене килекенсене çавна май ятарлӑ сулӑсем парӗҫ. Ҫак сулӑсемпе районти Культура çуртӗнчи кинотеатра тӳлевсӗр кӗме, ачасен пултарулӑх çурчӗ хатӗрленӗ куравсене пăхма, музейсенче пулма пулать.
Нет комментариев