Хыпарсем

Витаминсем хӗлӗпех упранаҫҫӗ

Специалист канашӗ

«Россельхозцентр» учрежденийӗн Тутарстан Республикинчи филиалӗн ертсе пыракан специалисчӗ Салават Галимзянов пахчари улма-çырласене хӗллехи вӑхӑтра упрама сӗнӳсем парать.

Садра пахчаҫимӗҫсемпе пӗрле, улма-ҫырла та ӗлкӗрнӗ вăхăт. Витаминсем ҫуркуннеччен упранса юлччӑр тесен вӗсене те вӑхӑтра пухса, упрама хумалла.

 «Антоновка е «Богатырь»  панулми сорчӗсене упрама хума ан васкӑр. Грушӑсене вара кӑшт хытӑрах вăхăтра хурсан лайӑхрах.
Сливӑна упрама хума «Венгерка» сорт питӗ лайӑх. Нумай вӑхӑт упрама, ӗлкӗрсе ҫитмен ҫимӗҫсем ҫеҫ юрӑхлӑ. Сливӑсене ҫӳхе перчеткепе пуҫтарӑр, сиенлетес марришӗн тӑрӑшӑр.

Пилеш – витаминсен ҫӑлкуҫӗ, теҫҫӗ. Шӑпах хӗрлӗ тата хура пилеш тӑм ӳкнӗ хыҫҫӑн витаминсен чӑн-чӑн мулӗ пулса тӑрать.
Хӗрлӗ пилеше яланхи пекех пӗрремӗш ҫӑмӑл тӑм илнӗ хыҫҫӑн пуҫтараҫҫӗ – сивӗ кислота сорбин йӳҫекне аркатать, ҫимӗҫсене пылак тӑвать. Хура пилеше сентябрь-октябрь уйӑхӗсенче пуҫтарма ӗлкӗрмелле,çупкăмсене шартлама сивӗсем пуҫланиччен хачӑпа касмалла.

Хӗрлӗ пилеш ҫыххисене ҫыхха ҫыхӑр та сулхӑн сарайра е кантӑклӑ балконра çакса хурăр — ҫапла вӑл хӗл варриччен упранӗ.
Облепиха хӑйӗн йӳҫек те ҫуллӑ тытӑмӗпе хаклă. Облепиха сӗткенне пӗр тумлам та ҫухатас мар тесен, ятарлӑ хатӗрсемпе е секаторпа усӑ курӑр. Опытлӑ пахчаҫӑсем час-часах ҫырла турачӗсене касса пӗр сехетлӗхе сивӗтекен камерӑна хураҫҫӗ. Шӑнтнӑ ҫимӗҫсем кӑшт шакканипе ӳкеҫҫӗ, алӑ ӗҫӗн вӑйне упраҫҫӗ.

 


Нет комментариев