Мамӑк ҫипрен – илем
Хыпарсем

Мамӑк ҫипрен – илем

Ҫӗнӗ ал ӗçне вӗренме нихӑҫан та кая мар. Районта ӑста алăллисем нумай

Ҫавӑн пек ал ӑстисенчен пӗри, Хăймалу ялӗнче пурӑнакан Лариса Витальевна Долгова, ятарлӑ мамӑк ҫипрен шкатулкӑсем, карҫинккасем, хӗрарӑмсем валли куçа илӗртекен сумкӑсем ҫыхать. 

Ҫак аксессуарсем пирӗн кулленхи пурнӑҫа, уйрӑмах хӗрарӑмсемшӗн, хӑйне евӗрлӗ сӑнар, уйрӑмах илем хушаҫҫӗ, мӗншӗн тесен кун пек япаласене лавккасенче сутмаҫҫӗ.

Лариса Витальевна – Хăймалу ялӗнчен. Вӑл Елизавета Васильевнӑпа Виталий Порфирьевич Тяхинсен ҫемйинче тӑваттӑмӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Амăшӗ хăйӗн пурнăçне медицина сестрин ӗçне халаланă, ашшӗ вара электрик пулса ӗçленӗ.

Лариса ялти шкулта пуҫламӑш пӗлӳ илсе, Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче малалла вӗренет. Хусан хулинче бухгалтер специальноҫне, каярах вара, юридици пӗлӗвне те алла илет. Качча каять, малашнехи пурнăçне ялпа çыхăнтарать.

Лариса Витальевна каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ятарлӑ хытӑ мамӑк ҫипрен тӗрлӗ япала ҫыхма вӑл нумаях пулмасть кăна пуçăннă. Ҫапах та вӑл çак ӗҫӗн мӗнпур вăрттăнлăхне алла илме ӗлкӗрнӗ.

– Эпӗ час-часах шӳтлеме юрататӑп, манӑн ҫак пултарулӑх ҫуллӗ вырăнтан «персе аннинчен» пуҫланчӗ. Ку чӑнах та ҫапла. Ӳксен, ҫурӑма хытă ыраттартăм, темиҫе уйӑх килте «больничнӑйра» ларма тиврӗ. Ҫапла вара, шӑпа мана «пауза та» лартрӗ, васкамалла маррине вӗрентрӗ. Тӗрӗссипе вара эпӗ питӗ активлă ҫын, тӗк тӑма юратмастӑп. Çавăнпа ӗнтӗ кунӗ-кунӗпе килте, ним ӗҫсӗр ларни кичемлентере пуçларӗ. «Капла пулмасть ӗнтӗ», –  тесе, хама валли пӗрер ӗҫ тупма кирлине ăнлантăм. Шырасан-шырасан, ҫак хытӑ мамӑк ҫипсенчен тӗрлӗ япала ҫыхас ӗç куç умне килсе тухрӗ, – тесе  хӑйӗн ку енӗпе ӗçӗн пуçламăш ҫулӗсем ҫинчен калаçрӗ ӑстаçă.

Чи малтанах вара, Лариса Витальевна шкулта вӗренекен мӑнукӗ валли композици тăвать. Унтан пӗрин хыҫҫӑн тепри творчество çимӗçӗсем килсе тухаççӗ.

– Ку алă ӗҫӗ ҫав тери илӗртрӗ, ыттисенни пек мар, хам та вара, «капла тата илемлӗрех пулӗ» тесе, чунра ҫӗнӗ сӑнарсем тӑватӑп. Пӗр сӑмахпа каласан, ыратни манӑҫа тухрӗ, ӗҫӗм мана сиплерӗ, – тет вӑл

Унӑн коллекцийӗнче пӗчӗк коробкӑсенчен пуҫласа карҫинккасем, тӗрлӗ япала тултармалли контейнерсем таранах, кухня сӗтелӗ валли те: турилккесем лартмалли подставкӑсем, салфеткӑсем те пур. Чи ăмсантараканни вара – хӗрарӑмсен сумкисем.
Паянхи кун Лариса Витальевна «Çӗпрел Рассвет Агро» обществăра бухгалтер пулса ӗçлет. Анчах пуҫланă алă ӗçне пӑрахма шутламасть вăл. «Мӗнле пушă вăхăт килсе тухать, çавăнтах хамăн юратнă ӗçӗмпе ларатăп», – тет вӑл.

– Халӗ вӗт чун туртнă ӗçпе интересленес текенсем валли пулнă майсем те нумай. Çыхма мӗн кирлине интернет урлӑ илетӗп, илемлӗ сӑнарсене те интернетра шыратăп, – тет вӑл. – Юратнӑ ӗҫӗмпе ларсан, маншӑн пур тӗнче ун тавра çаврăнать. Ҫак хутлӑхра пулни  мана питӗ килӗшет. Вӑл чуна лӑплантарать, результачӗ вара хама кăна мар, ҫынсене те савӑнтарать. 
Ал ӗҫ ӑсти хӑйӗн çыхнă япаласене ҫывӑх ҫыннисене, тӑванӗсене парнелет, ыйтакансене те туса парать иккен. 

Чун-чӗрипе илем патне туртăнакан Лариса Витальевнан пахчи те ҫуркуннепе ҫулла тата кӗркунне тӗрлӗ тӗслӗ чечексем айне путать. Ӑста кил хуҫи хӗрарӑмӗ пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырла тулӑх ҫитӗнтерет, вӗсенчен хӗл каҫма варени, тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлет. Ывӑлӗпе хӗрӗшӗн хаклӑ анне тата виҫӗ мӑнукӗшӗн юратнӑ асанне-кукамай та вăл.

 


Нет комментариев