Тухăçпа ăсталăхăн чăн уявӗ
Камское Устье пӗрремӗш хут «Виноград кунӗ» ятлă регионсем хушшинчи курав ирттерчӗ.
Тутарстанра виноград ӳстерекенсен йышӗ ҫулран-ҫул ӳссе пырать. Ҫимӗҫ тухӑҫлӑхӗ те савӑнтарать. Ҫакна курав вӑхӑтӗнче те курма пулнӑ.
Куравра район çынни, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Ильдус Валиуллов хутшӑнчӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл хӑйӗн пахчинче виноград тата ӑшӑ енче ӳсекен улма-ҫырла йывӑҫҫисем ӳстерессипе интересленет. Районта пурӑнакансем ӑна, хăш чухне шӳтлесе те: «Ҫӗпрел Мичуринӗ» теҫҫӗ.
Курава Самара, Саранск, Ульяновск енчен килекенсем те пулнă. Пурӗ 100 ытла иҫӗм çырли сортне курава тӑратнӑ, мероприятие 500 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Регионсем хушшинчи курав шӑпах Камское Устьере иртни ахальтен мар. Кунта 10 ҫул каялла кӳршӗллӗ Чӑваш Енӗнче – Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснӗ Айрат Ялалетдинов виноград плантацийӗсене сарса яма шутлать, унӑн ҫак ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗрет. Паянхи кун ҫакӑн пек масштаблӑ виноград плантацийӗ Тутарстанра пӗртен-пӗр плантаци пулса шутланать, унта эскурсисем те йӗркелеҫҫӗ.
– Регионсем хушшинчи ҫак мероприятие йӗркелесси Айрат Ялалетдиновăн пуҫарӑвӗччӗ. Вӑл виноград ӳстерме юратакансене тата профессионалсене пӗрлештерчӗ. Эпир унтан нумай хыпар, информаци илсе килтӗмӗр. Çакă питӗ усӑллӑ мероприяти пулчӗ, – тет кун пирки ентешӗмӗр Ильдус Валиуллов.
Районăмăрăн ҫынни ку енӗпе хӑй валли тата та кирлӗрех опыт пухнӑ кӑна мар, курав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх та икӗ диплома тивӗҫнӗ. «Техника» сорчӗсем хушшинче чи пылак виноград пулса шутланнă номинацире вăл «Маршалл форш» сорчӗпе (йывӑрӑшӗ 25 кг) 1-мӗш вырӑна, «Вăрлăхсăр» сортсем хушшинче «Сомерсет сидлис» сорчӗпе (йывӑрӑшӗ 23 кг) 2-мӗш вырӑна йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра Ильдусăн пахчинче 30а яхăн сортлă виноград ӳсет. Ку енӗпе вӑл хӑйӗн пӗлӗвӗпе опытне малалла та анлӑлатма шутлать.
Маттур, ҫапла пултӑрах! Ильдус Валиуллов пек пахчаҫӑсем пулсан, Ҫӗпрел ҫӗрӗ ҫинче те малашне виноград плантацийӗсем пулӗҫ.
Нет комментариев