Тутарстанри ҫемьесен фестивалӗ – республикӑра 20 ҫул хушши пыракан социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проект
Кăçалхи «Ҫемье тата Тӑван çӗршыв пӗр!» ятлă мероприятие 2026 ҫул – Раҫҫейре халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ, çавӑн пекех, Тутарстанра ҫар паттӑрлӑхӗпе ӗҫри харсӑрлӑх ҫулталӑкӗ девизпа йӗркеленӗ. Финала республикӑри 30 ҫемьене суйласа илнӗ, вӗсен шутӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Михайловсен ҫемйи те пурччӗ.
Михайловсен çемйи – районти Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче пурăнать. Çак ҫемьене эпир халиччен республикӑри «Эхо веков в истории семьи – Тарихта без эзлебез» конкурс ҫӗнтерӳҫи пек пӗлетпӗр. Куншăн тӗлӗнмелле мар, мӗншӗн тесен ҫемьере хӑйсен иртнӗ кун-ҫулне, историне, йӑли-йӗркине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Тутарстанри ҫемьесен фестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Михайловсен ҫемйи харӑсах виҫӗ димлома тивӗçлӗ пулчӗç: «Çемье кухнин хӑйне евӗрлӗхӗ» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ дипломне, «Тутарстанăн Геройӗсем» конкурс ҫӗнтерӳҫин дипломне тата «Йӑла-йӗрке управçисем» номинацире лауреат дипломне.
Ҫемье
историйӗ
...Марианна, ҫамрӑк географи предметне вӗрентекен, университетран тин ҫеҫ вӗренсе тухнӑскер, яла таврӑнать те кашни кунах шкул ҫулӗпе иртет. Паллах, тин ҫеҫ вӗрентме таврӑннӑ шкулта вӗрентекенӗн пуҫӗнче пин тӗрлӗ шухӑш явӑнать: «Паян урока тата мӗнле интереслӗрех тумалла», «Ку вӗренекен питӗ лайӑх хуравларӗ, ăна мӗнле паллӑ лартмалла?!», «Тепри урока пачах хатӗрленмен, ӑна предмета юратма мӗнле вӗрентмелле?!» тата ытти те. Ҫаксем ҫинчен шухӑшласа, Марианна хăй хыççăн сăнаса çӳрекен Вячеслав ятлӑ ҫамрӑк каччăна курмасть те, илтмест те. Каччӑн тусӗсем «Марианна хыҫҫӑн мӗнле мӗлке пек ҫӳреме пӑрахтармалла» тесе пӗр юлташӗн ҫуралнӑ кунӗнче иккӗшне паллаштарма шутлаҫҫӗ. Ҫак уяв хыҫҫӑн икӗ ҫамрӑк чӗрен юрату, унтан ҫемье историйӗ те пуҫланса каять. Паян вӗсем пӗр-пӗрне ӑнланса, тӗрек пулса пурăнаççӗ. Ҫавра сӗтел хушшинче ывӑлӗсемпе пӗрле, тулли пӗр çемье пулса, пуçтарăнса лараҫҫӗ. 20 ҫула яхӑн ҫак ҫуртри тӗп канашҫӑсем тата тӗрев пулса ватӑсем – ашшӗ-амӑшӗ те пулнӑ. Шӑпах вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленин, ҫамрӑксене наци йӑли-йӗркипе воспитани панин тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ та.
Йӑла-йӗркепе ӑс-хакӑл хаклӑхӗсем
Паян Михайловсем аслисенчен юлнă ырӑ йӑласене малалла тӑсаҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗсем Олегпа Денис Хусанта пӗлӳ илсе, тренер ҫулне суйланӑ. Кӗҫӗн ывӑлӗ Егор саккӑрмӗш класра вӗренет. Вӑл ҫемье историйӗпе çирӗп интересленет: архивсенче сведенисем шырать. Ҫемье сакӑр ӑру таран йӑх-тымар йывӑҫне пухма та пултарнӑ!
Михайловсен ҫемйинче пӗр уяв та наци апат-ҫимӗҫӗсӗр иртмест. Пур уява валли те кил хуҫи хӗрарăмӗ чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлет. Ҫуралнӑ кунсенче вара, «Каравай» юрра юрласа, ырӑ сунăмсем сунаҫҫӗ иккен.
Марианна Анатольевнан тӗп ӗçӗ – шкулта пӗлӳ панисӗр пуçне, ал ӗҫ тума та хастар: ҫыхасси, ҫӗлесси, илемлетесси те ăна интереслентерет. Ҫемье пуҫӗ Вячеслав Федорович вара – ылтӑн алӑллӑ арҫын. Вӑл тракторӑн, комбайнӑн е кивӗ машинӑсен «чӗлхине» пӗлет, вӗсене юсать, хӑй тӑвать.
Михайловсен ҫемье девизӗ пӗрлӗхе тӗпе хурать. Вӗсем ăна: «Эпир пулнă, пур, пулатпӑр», – тесе ят панă. Ҫак сӑлтавсем патне вӗсем истори тӗпчевӗсене пула килнӗ. Малашне ҫемье историне ывӑлӗсем те малалла тӑсма шантараҫҫӗ.
Вячеслав Федоровичпа Марианна Анатольевнӑшӑн патриотизм сӑмах кӑна мар, вӑл хӑйӗн ҫемйине, кил-ҫуртне, историне, хӑйӗн йăх-тымарӗсене юратнинчен пуҫланать.
Ҫавӑнпа ҫемье вӗсемшӗн – мӑшӑр ҫунат пек: пӗрин вӗҫме вӑй ҫитмест пулсан, тепри вӗҫсе хӑпарма хатӗр тăрать.
«Çакӑн пек мӑшӑр ҫунат, тӗрек пулнă чух, нимӗнле йывӑрлӑх та хӑрушӑ мар», – теҫҫӗ Михайловсем.
Нет комментариев