Хыпарсем

Сада хӗле хатӗрлесси

Специалист канашӗ

«Россельхозцентрӑн» учрежденийӗн филиалӗн ертсе пыракан специалисчӗ Салават Галимзянов сад-пахчана хӗле хатӗрлес енӗпе хӑйӗн канашӗсене парать.

Кӗрхи сада пӑхмалли тӗп правило – азот удобренийӗсене пӗтӗмпех пăрахăçласа, фосфорпа кали комплексӗсем ҫине вӑхӑтра куҫасси.

Кӗркунне азот кӗртме мӗншӗн чарнӑ?

Азот ҫамрӑк симӗс массӑн ӳсӗмне стимуллă тăвать, сӗткен хусканӑвне хастарлатать. Ӑна август уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче е сентябрь уйӑхӗнче кӗртсен, ӳсентӑран ҫӗнӗ хунавсем пама тытӑнӗ. Вӗсем сивӗсем пуҫланиччен ҫирӗпленме ӗлкӗреймеҫҫӗ, хӗлле шӑнаҫҫӗ. Унтан та ытларах, сӗткен малалла куҫни пӗрремӗш тӑм ӳкнӗ вӑхӑтра йывӑҫ хуппи çурăласси, çавна май хӑрушӑ ҫурӑксем пуласси патне илсе çитерет.

Тӗп пулӑшуҫисем – фосфорпа кали

Кӗркунне ӳсентӑрана пачах урӑх элементсем кирлӗ – фосфорпа кали. Вӗсем пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ:

– Фосфор тымар тытӑмне ҫирӗплетессишӗн тата аталантарассишӗн яваплӑ. Тымарсене шăннă тăпрана тӳссе ирттерме, ҫуркунне хӑвӑрт ӗҫлеме тытӑнма пулӑшать.

– Кали хуппи йывӑҫланас ӗҫе хӑвӑртлатать, клеткăсен сӗткенне ҫӑратать, тӗртӗмсенчи ирӗклӗ нӳрӗк виҫине чакарать. Ҫакӑ ӳсентӑранӑн сивве чӑтаслӑхне ӳстерет.

Нумай ҫул ӳсекенсен кӗрхи рационӗ валли тишкерӗлнӗ виҫӗ мера питӗ лайӑх.

Суперфосфат. Ку фосфорӑн классикӑлла ҫӑлкуҫӗ. Фосфор ерипен ирӗлет, ӳсентăран ăна нумай вӑхӑт йышӑнать.
Ятарлӑ фосфорпа кали комплексӗсем. Лавккасенче вӗсене час-часах «хӗлле валли» тесе паллӑ туса сутаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче азот пачах ҫук, ун вырӑнне фосфор, кали тата пӗлтерӗшлӗ микроэлементсен (кальци, магни, бор) идеаллӑ шайлашӑвӗ упранса юлнӑ.
Кӗл. Универсаллӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса тата пӗтӗмпех ҫутҫанталӑк удобренийӗ. Кӗл калипе, фосфорпа, кальципе тата микроэлементсен коктейльӗпе пуян. Бонуспа вӑл тӑпрана кӑшт йӳҫӗтет.

Кӗркунне тӑпрана 
удобрени кӗртесси

 Вӑхӑтра ӗлкӗрӗр: тӑпра температури +5 -7 градусран аяларах аниччен апатлантармалла, сивӗ температурӑра тымарсем тутлӑхлӑ япаласене йышӑнма пӑрахӗҫ. Чи лайӑх вӑхӑт – август уйӑхӗн вӗҫӗ тата сентябрь уйӑхӗнче тӑршшӗпех.
 

Типӗ удобренисене нӳрӗ тӑпрана ҫеҫ кӗртӗр. Тулӑх шӑварни гранулӑсене ирӗлме, тымар тытӑмӗ патне ҫитме пулӑшать.

Азотран вӑхӑтра пӑрӑнни тата фосфорпа кали «диети» çине куҫни – йывӑҫсем, ҫырла тӗмӗсем тата нумай ҫул ӳсекен чечексем хӗллехи чи хаяр сивӗсене чиперех чӑтса ирттерессе, ҫуркуннене вӑйлӑ та сывӑ кӗтсе илессе гаранти пулӗ.


Нет комментариев