Чăх-чӗпсене кӗркунне шутлаҫҫӗ...
Тӗп хыпар

Чăх-чӗпсене кӗркунне шутлаҫҫӗ...

2026 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫӗнӗ требованисем вӑя кӗчӗç

Харпӑр хушма хуҫалӑхра чӑх-чӗп, кӑвакал, хур, кӑркка, страус усракансен вӗсене учета тӑратма тивӗçлӗ. Кун пирки эпир «Россельхознадзорӑн» Тутарстан Республикинчи управленийӗн патшалӑх инспекторӗпе Гульнара Арслановапа калаҫрӑмӑр.

Йӗрке 10 ытла кайӑк-кӗшӗксем  усракан харпӑр хушма хуҫалӑхсене пырса тивет. Кайӑк-кӗшӗксене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн регистрацилемелле: кашни кайӑк-кӗшӗк валли уйрӑм «паспорт» кирлӗ мар, пур ушкӑна та пӗтӗмӗшле идентификаци номерӗ парӗҫ. Унран та сахалтарах кайăк-кӗшӗк тата кроликсем усракансене вара, 2029 ҫулччен регистрацилеме те ирӗк параҫҫӗ.

Кайӑк-кӗшӗксене учета илесси – РФ Правительствин 2023 ҫулта йышӑннӑ 550 № постановленине пурнӑҫламалли юлашки тапхӑр. Маларах ҫак система урлӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑхсене, лашасене, сыснасене, 2025 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен кроликсене, пыл хурчӗсене, мамӑк тирлӗ тискер кайӑксене маркӑланӑ. Халӗ кайӑк-кӗшӗксене, ҫавӑн пекех, харпӑр хушма хуçалăхра усракан тӗвесемпе пӑлансене те черет ҫитрӗ.

Асӑннӑ мероприятисен тӗп тӗллевӗ – республикӑри хуҫалӑхсен биологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси. Учет выльӑх шутне тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑма, чирсене вӑхӑтра тупса палӑртма тата инфекци чирӗсем сарӑласран сыхланма май парать. Ҫавна пула ҫакӑ потребительсемшӗн чӑх-чӗп продукцийӗн пахалӑхне тата хӑрушсӑрлӑхне ӳстерет.

– Выльӑх-чӗрлӗхе шута илессин тӗп тӗллевӗ – республикӑна документсӑр, шиклӗ выльӑх-чӗрлӗхе кӗртессине чарасси. Иккӗмӗшӗнчен, кашни чӗрчун ҫинчен даннӑйсен базине йӗркелесси. Ҫакӑ ветеринари персоналӗн ӗҫне нумай ҫӑмӑллатать. Унсӑр пуҫне малашне биркӑллӑ чӗрчунсене кӑна сутма, туянма ирӗк парӗҫ, – тесе ӑнлантарать районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Расим Низамов. – Кун валли хуҫасен хӑйсем пурӑнакан вырӑнти ветеринари пӗрлешӗвне е ветеринари ӗçченӗсем патне каймалла. Вӗсем «Хорриот» системине информаци кӗртӗҫ – ку выльӑх-чӗрлӗхе учета илмелли патшалӑх информаци тытӑмӗн компоненчӗ. Хуҫа-ҫыннӑн ҫакӑн пек информаци памалла: чӑх чӗпписем тухмалли çывăх вӑхӑт; усрав тӗсӗ; хуҫи тата ирттернӗ сиплевпе профилактика мероприятийӗсем ҫинчен информаци. Малашне ветеринари службине мӗнпур улшӑну (кайӑк-кӗшӗк илни, вӗсем вилни, хуҫисен е кайӑк-кӗшӗксем ӑҫта вырнаҫни тата ытти те) ҫинчен пӗлтермелле пулать. Ыйтăвăрсем пулсан районти ветеринари службине каймалла. Специалистсем мӗнпур ыйтăвăр çине хуравлӗç, ӑнлантарӗҫ, учета тӗрӗс йӗркелемелли йӗркене кӑтартӗҫ.

Системӑна даннӑйсене кӗртмелли процедура тӳлевсӗр. Анчах хуҫа-ҫын умӗнче пӗр обязательнӑй требовани пур: кайӑк-кӗшӗк пурӑнакан здани ҫине ҫирӗп хӑма (табличка) ҫакмалла. Ӑна атмосфера витӗмӗнчен хӳтӗлемелле, кайӑк тӗсӗ, ӑрат, маркировка кунӗ тата унта хуҫи ҫинчен, ҫавӑн пекех кирлӗ ытти информацие кăтартмалла.

Малтанхи вӑхӑтра надзор органӗсем штрафлама шутламаҫҫӗ. «Россельхознадзорӑн» Тутарстан Республикинчи управленийӗн патшалӑх инспекторӗ Гульнара Арсланова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра тӗп тӗллев – ӑнлантару тата профилактика ӗҫӗсем ирттересси. Специалистсем ҫакӑ мӗншӗн кирлине тата кайӑк-кӗшӗке учета мӗнле тӗрӗс лартмаллине ӑнлантарӗҫ.
Анчах учетран пӑрӑнакансене малашне тӗрӗслевсемпе штрафсем юнаççӗ. Айӑплав виҫи 1000 тенкӗрен пуҫланать.

Малалла тăсса
Районти харпӑр хуҫалӑхсенче 70 пине яхӑн килти кайӑк-кӗшӗк шутланать. Паянхи куна вӗсенчен 3 пине яхӑнăшне шута илсе маркӑланӑ.


Нет комментариев