Юбилей уявӗ
Ҫӗпрел районӗнче Раҫҫей Геройӗн Газинур Гарифзянович Хайруллинăн 65 ҫулхи юбилейне халалланă савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.
Мероприятире район ертӳçисем, юнармеецсем, шкулта вӗренекенсем, техникумăн студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗнче вӗренекенсем тӑван тӑрӑха чапа кӑларнӑ, çак шкулта вӗренсе пӗлӳ илнӗ Газинур Хайруллин пурнӑҫӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа пачӗç.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов районта пурӑнакансем хӑйсен ентеш-геройӗпе мӑнаҫланнине палӑртса иртрӗ. Вӑл мероприятие килнӗ шкул ачисене паттӑрсемпе пӗр тан пулма, вӗсенчен тӗслӗх илме, паттӑр та хастар пулма чӗнсе каларӗ.
Мероприяти Мухтав Аллейинче Геройăн бюсчӗ умӗнче иртрӗ.
Кам-ха вӑл Газинур Хайруллин?
Ялти ахаль каччӑ. Ҫавӑнпа вӑл нумай арҫын ачан кумирӗ те. Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче çуралса ӳснӗ Газинур ача чухне уйрӑмах хоккейла выляма, йӗлтӗрпе чупма юратнӑ. Ҫемьере виҫӗ ача ӳснӗ: Румия, Газинур тата Ильдус. Пурин те хӑйсен ӗҫӗ пулнӑ, никам та алӑ усса ларман. Газинур лайӑх вӗренет, уйрӑмах математикӑна юратать. 6-мӗш класра Пионерсен çурчӗ ҫумӗнчи авиамодель кружокне килет. Ҫавӑнта авиаципе интересленесси пуçланать те ӗнтӗ. Кӗнеке вулама тытӑнать. Совет Союзӗн Геройӗ Алексей Маресьев ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке те аллине лекет. Пӗррехинче йӑлтах ӑнать: Михаил Девятаев района килсен ӗлӗкхи кивӗ йывӑҫ клубра тӗлпулу ирттерет. Шăпах çакӑн хыҫҫӑн арҫын ачасенчен нумайăшӗ авиаци училищине вӗренме кӗме шутлать те ӗнтӗ. Газинур Хайруллин та Балашов хулине вӗренме каять. Вӗренӳ заведенине пӗтернӗ хыҫҫӑн, Витебск хулинче службăра тăрать: Ил-76 самолетăн командирӗн пулӑшуҫи пулать. Унтан ăна Иваново хулине командирсен курсне яраççӗ. Ҫав ҫулах унăн ӗмӗчӗ пурнăçланать, командир пулса тӑрать. 1992 ҫулта, çар службине вӗçленӗ хыҫҫӑн, Тутарстана таврӑнать. 1990-мӗш ҫулсем... Малтан вӑл Хусан аэропортӗнче ӗҫ тата гражданла оборона сыхлавӗ енӗпе инженер пулса ӗҫлет. Анчах чун яланах тӳпенелле туртӑнать. «Аэростан» тата ытти авиакомпанисенче иккӗмӗш пилот, командир пулса ӗҫлет. 1995 ҫулхи август уйӑхӗнче Тутартсан самолетне «Трансавиа» фирма арендăлать. Компанин пӗр бази Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсенче вырнаҫнӑ пулнӑ. Вӗсем çак икӗ патшалӑх килӗшӗвӗпе Афганистана ҫул тытаççӗ. Экипаж унччен икӗ рейс тăвать. Нимӗнле хирӗҫлев те курӑнмасть. Виҫҫӗмӗшӗ – юлашки. Анчах юлашки вӑраха, пӗр ҫулталӑк ытла тӑсӑлать, команда тыткӑна лекет.
Тутарстанăн каччисем Михаил Девятаев паттӑрлӑхне тепӗр хут кӑтартаççӗ: Афганистанра 378 кун тыткӑнра пулнӑ хыҫҫӑн, вӗсем хӑйсен самолетне сывлӑша ҫӗклесе, тыткӑнран хӑтӑлма пултараççӗ. Ҫак паттӑрлӑх легенда пулса тӑчӗ. Ӑна тӗпе хурса «Кандагар» фильм та ӳкернӗ. Ҫак паттӑрлӑхшӑн летчиксене Раҫҫей Геройӗн ятне панӑ, Газинур Хайруллин та ҫак пысӑк ята тивӗҫлӗ пулать.
Газинур Хайруллин мирлӗ вӑхӑтра «Тутарстан Геройӗсем» организацие ертсе пырать. Шкул ачисем, курсантсем, студентсем умӗнче тухса калаҫать, ветерансене пулӑшассипе интересленет. Тӑван енне – Çӗпрелне те час-часах килет, тӗлпулусем йӗркелет.
Нет комментариев