Ял пурӑнсан –  ҫӗршыв пурӑнать!
Тӗп хыпар

Ял пурӑнсан –  ҫӗршыв пурӑнать!

Паян ялта

Районта иртнӗ куçса çӳрекен ларура ялсен территорийӗсене аталантармалли, ҫамрӑксен ялтан кайнин сӑлтавӗсене, районăн демографи лару-тӑрӑвне, çӗнӗ ӗç пуҫаракан бизнес представителӗсене тата ҫамрӑк специалистсене пулӑшу памалли майсене сӳтсе яврӗç.

Ларӑва уҫнӑ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров паянхи тӗлпулу – ялсене аталантармалли чи кирлӗ моментсене тупса палӑртас  тата ял ҫыннисен пурнӑҫне малалла лайӑхлатас енӗпе пулассине палӑртрӗ. «Тата мӗнле программӑсем, ҫак тӗлӗшрен вăйра пулнă пулăшу мерисене мӗнле хушусем кӗртмелле? Ҫамрӑксем хулана ан кайччӑр тесен мӗн тумалла? Ҫак ыйтусем паян пире пурне те хумхантараҫҫӗ», –терӗ район пуҫлӑхӗ, ҫак енӗпе пӗрлехи ӗç илсе пырасса шаннине пӗлтерсе.

Йывӑрлӑхсем ҫителӗклӗ. Ку – пурӑнмалли ҫурт-йӗр, ӗҫ укҫи пӗчӗкки, шӑпах ҫамрӑксен хăйсен специальноҫӗпе ӗҫ вырӑнӗ ҫукки, пахалӑхлӑ пӗлӳ тата сывлӑх сыхлавӗ, социаллӑ инфратытӑмпа тивӗҫтересси тата ытти те.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов демографипе сывлӑх сыхлавӗн ыйтӑвӗсем çинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл ҫемье институтне ҫирӗплетес, ҫемье хаклӑхӗсене сыхласа хӑварас тӗллевпе, çамрăксемшӗн районта ЗАГС валли уйрӑм здани тума кирли çинчен аса илтерчӗ.

Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов тата хресчен-фермер хуçалăхӗн ертӳҫи Равиль Бикчуров ҫӗршывăн пӳлмисене тӗштырăпа тивӗҫтерес енӗпе пурнӑҫлакан ял çыннин ӗҫӗ ҫӑмӑл пулманнине палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пек ҫынсем обществӑра уйрӑмах хисепре пулмалла, ҫавӑнпа хушма мерӑсем, ҫӑмӑллӑхсем пӑхса тухма кирлине палăртрӗç. Талгат Халитов ял хуҫалӑхӗнче ҫамрӑк специалистсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр, ӗҫ укҫине ӳстерес енӗпе пулӑшу кирлӗ, тесе сӗнсен, хресчен-фермер хуçалăхӗн ертӳҫи Равиль Бикчуров хаксем ӳснишӗн пӑшӑрханнине палӑртрӗ. «Техникӑна, электричество энергине, топливӑна, минераллă удобренисен хакӗсене çирӗп ӳстернӗ условисенче ӗҫлеме тивет, ҫакӑ пире питӗ пӑшӑрхантарать. Хакӗсем ӳсеҫҫӗ, ҫав хушӑрах кирлӗ кадрсем ҫук, ял хуҫалӑхӗпе 5 ҫултан мӗн пулӗ?», – терӗ вӑл.

Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин экономика енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов предпринимательсене, питех те ҫамрӑк предпринимательсене тата промышленность паркӗн резиденчӗсене пăшăрхантаракан проблемăсем ҫинчен калаçрӗ. Вӑл резидентсемшӗн федераци пӗлтерӗшлӗ пулӑшу мерисене пӑхса тухмалли ыйтăва хускатрӗ. Ҫӗпрел районӗпе кӳршӗри Ульяновск облаҫне танлаштарсан, унта бизнес представителӗсем валли сӗнӳсем тупӑшлӑрах пулни, çавăнпа та предпринимательсенчен нумайӑшӗ хӑйсен ӗҫне шӑпах унта пуҫлама кӑмӑллани çинчен каларӗ.

Çавна май, хушăм кӗртсе, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫитӗнекен ӑрӑва кӗҫӗн Тӑван çӗршыва юратма, ӗҫе хисеплеме пулӑшакан комплекслӑ тӗллевлӗ проектсем кирлине  те палӑртрӗ.

ТР Патшалӑх Совечӗн Экологи, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас, агропромышленность тата апат-ҫимӗҫ политикин комитечӗн пуçлăхӗн çумӗ Тагир Хадеев Сергей Есенин сӑмахӗсене аса илчӗ: «Ялта ӗнесем пулмасан, апла пулсан ял ҫук. Ял ҫук иккен Россия ҫук», текен сӑмахсене аса илтерсе, «Ял пулсан, пурте пулать. – Ҫак аслӑ пуянлӑха пирӗн упрамалла тата хӳтӗлемелле. Ҫав вӑхӑтрах пурнӑҫ условийӗсене тата лайӑхрах тӑвас тесен хамӑр шухӑшсене калама тивӗçлӗ эпир», – терӗ вӑл.

Лару ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май, хутшӑнакансем ҫак хускатнă ыйтусемпе сӗнӳсене Тутарстан Республикин 4 зонинче иртекен семинарсен кун йӗркине кӗртессине палӑртрӗҫ. Пирӗн зонӑра ҫакӑн пек лару Пӑва районӗнче иртӗ.


Нет комментариев