Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Хăвăн профессине тупни питӗ паха

Çамрăксем ӗç, пулнă майсем тата аталану перспективӗсем çинчен калаçрӗç

Районта çамрăксем валли форум йӗркелерӗç. Вăл икӗ кун пычӗ. Специалистсем кирлӗ

Мероприятие районти Культура çуртӗнче йӗркеленӗ «ҫавра сӗтелрен» старт пачӗҫ. Унта студентсене вырӑнти предприятисене ӗҫе явӑҫтарасси пирки сăмах пычӗ.

Ҫӗпрел районӗн кадрсен потенциалӗ, ҫамрӑксене малашне ӗҫпе тивӗҫтересси, вырӑнти организацисенчи професси аталанăвӗн условийӗсем çинчен калаçу илсе пынă çӗрте республикӑри студентсен ӗҫ отрячӗсен центрӗн директорӗ Василий Ислаев, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, çутӗç учрежденийӗсемпе предприятисен представителӗсем, отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем тата вӗрентекен-мастерсем хутшӑнчӗç.

Василий Ислаев каланӑ тӑрӑх, студентсене предприятисенче ӗҫлеме явӑҫтарасси — отраслӗн кадрсен потенциалне аталантарас енӗпе пӗлтерӗшлӗ утӑм пулса шутланать. 

— Студентсем вӗренӳ тапхӑрӗнчех реальнӑй условисенче практика енӗпе опыт пухаҫҫӗ, профессин пур вăрттăнлăхӗсене курса, вӗренеççӗ. Ҫаксем вара специальнăç илнӗ хыҫҫӑн, малалла ӗҫлеме пысӑк пулӑшу параççӗ, — терӗ вӑл.

Паянхи ӑру хаклӑхӗсем

Ҫав кунах, районти Культура çурчӗн сцени ҫинче студентсен «Стройотряд» театрӗ Михаил Шатровӑн «Лощадь Пржевальского» ятлă пьеси тăрăх йӗркеленӗ «Пурсăмăр та» спектакльне кăтартрӗ.

Спектакль Совет саманинчи стройотрядсен кулленхи пурнӑҫне кăтартса парать: ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртни, хăвăн идеалусене парӑнса юлни — ҫаксем пурте произведенире вырăн илнӗ. Ҫав вӑхӑтра, сӑмах туслӑх, ӗҫ, ӗҫе парăнни тата шалти хирӗҫӳсем ҫинчен те пырать.

Спектакль иртнӗ кунсен атмосферине уҫса парать кӑна мар, шухӑша та ярать: паянхи ӑрушӑн мӗнле хаклăхсем пӗлтерӗшлӗ? Хальхи ҫамрӑксен интересӗсем, идеалӗсем мӗнре?! Совет тапхăрӗнчи ҫамрӑксемпе хальхи ӑру хушшинчи уйрӑмлӑх — çаксем пурте спектакльте уҫҫӑнах курӑнаççӗ.

«Ӗç-тур» форум 

Кӑнтӑрла иртсен мероприяти «Чайка» лагерьте малалла тӑсӑлчӗ. Кунта «Ӗç-тур» форум старт илчӗ тата Пӑва, Ҫӗпрел, Апастово муниципаллă районсен студенчӗсене пӗрлештерчӗ.

Форума хутшӑнакансем Раҫҫей студенчӗсен отрячӗсен тӗнчине пуçăнчӗç: ӗҫ çул-йӗрӗсем, ӗҫ ҫулӗсене аталантармалли майсемпе малашлӑхсем ҫинчен пӗлчӗҫ.

Командӑсем çине пайланса, хӑйсен отрячӗсене йӗркелесе, ивент-концепцисем туса хатӗрленӗ ҫӗрте кашниех хӑйне кӑтартма пултарчӗ. Ҫӗнӗ проектсем турӗç, вӗсем çинчен калаçрӗç, парнесем илчӗç. 

Пӗр сӑмахпа каласан, студент пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ районта икӗ кун — идейӑллӑ, креативлӑ, усӑллӑ тӗлпулусемпе паллашу кунӗсем пулнă май иртрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев